Елчĕк районĕнче тавралăха варалакансене хирĕç вырăнти влаçсем те, прокуратура та кĕрешет  

Кил-хуçалăхра усă курнă ăпăр-тапăра çырма-çатрана кăларса пăрахакансене хирĕç мĕнле кĕрешмелле? Халăх çут çанталăка упрама хăçан вĕренсе çитĕ-ши? Çак ыйтусем кашни ял-хуларах çивĕч тăраççĕ. Елчĕк районĕнче çитменлĕхе мĕнле пĕтерме тăрăшни пирки – пирĕн сюжетра.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Шăмалак ялĕ варринче вырнаçнă лавкка хыçĕнчи çырмара чăхсем савăнсах чакаланаççĕ. Ашкăрса ӳсекен çум курăк хушшинче тем те тупма пулать. Анчах та кирлĕ япала çук. Ял халăхĕ çырмана çӳп-çаппа тултарать. Ку тасамарлăха район прокуратуринче ĕçлекенсем асăрханă. Вырăнти пуçлăхсем çӳп-çап купи пирки тахçанах пĕлеççĕ. Ăна пĕрре мар тасатнă. Çапах та, çынсем ăпăр-тапăра каллех килсе пăрахаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Петр Тремасов çак çырмана çывăх кунсенче тасатмалла пулать, терĕ. Халăхпа вара тĕплĕ калаçу ирттермелле.

Ял пуçĕнче каллех куç умне çакăн пек ӳкерчĕк тухса тăрать. Ку çӳп-çап купине те çитес вăхăтра тасатмалла пулать. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне кĕрекен Сăрьел çумĕнче вара ăпăр-тапăр тата пысăк лаптăкра сарăлса выртать. Çуммăнах ĕне ферми вырнаçнă. Çавăнпа та кунта чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пур.

Район прокуратури тăрăшнипе иртнĕ çулсенче 4 ял тăрăхĕнче çакăн евĕр çӳп-çап куписене тасатнă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессине вĕçне çитерме тĕллев лартнă вĕсем.

Елчĕксем тавралăха тирпей-илем кĕртессипе 10 çул çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Малтанах нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсенчен çӳп-çап контейнерĕсене илсе пăрахнă. Çĕрмен ăпăр-тапăра михĕре пухса ятарлă машинăна тиесе яма пуçланă. Пĕр михĕшĕн 50 тенкĕ тӳлеççĕ.

Шăмалакра пурăнакансем патне халĕ уйăхра пĕрре çӳп-çап турттаракан машин тÿлевсĕр килсе каять. Апла пулин те нумайăшĕ ăпăр-тапăра çырма-çатрана переççĕ. Пулас ăрусем валли хăйсен хыççăн мĕн хăварнине ăнланман çынсемпе район администрацийĕ прокуратурăпа пĕрле тухăçлăрах ĕçлеме пуçлĕ.