Ĕçпе те, сăмахпа та ÿкĕте кĕртеççĕ

Чăваш Енре çичĕ пин ытла çын алимент тӳлемеççĕ. Ачисене çитĕнтерме пулăшманнисен йышĕнче хĕрарăм та нумай.  Çакăн пек ашшĕ-амăшне явап тыттарнипе пĕрлех ÿкĕте те кĕртме тăрăшаççĕ.
 
Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов, Игорь Ульянов
 
Статистика тăрăх, алимент тӳлеменнисен йышĕнче, тĕпрен илсен, 30-тан пуçласа 42 çула çитичченхи арçынсем. Вĕсем хуласенче пурăнаççĕ, официаллă ниçта та ĕçлемеççĕ. Парăмçăран алимента ĕç укçинчен тытса юлма пултараççĕ е ĕçлеттерсе явап тыттараççĕ.

Парăмçăсем палăксене тирпейлеççĕ, урамсене тасатаççĕ, саксене сăрлаççĕ, тĕмсене касаççĕ, курăк çулаççĕ, юхăннă çуртсене пăсаççĕ. Ленин районĕнче кунне вăтамран 5 çын урамсене тирпейлеме тухать. Çав вăхăтрах çакăн евĕр ĕç алимент тÿлессинчен хăтармасть. Тивĕçе пурнăçламан  ашшĕ-амăшне 10-15 кунлăха ирĕкрен хăтарма  пултараççĕ.

Пуçтарăннисенчен ытларахăшĕ камерăран сăнне  пытарма  тăрăшрĕ, калаçăва хутшăнмарĕ. Василий Атте пухăннисемпе сехет ытла пуплерĕ. Тен, çакăн хыççăн парăмçăсем ачисем умĕнчи айăпне туйса илĕç. Явапсăр ашшĕ-амăшĕпе çакăн пек тĕл пулусем малашне те ирттерме палăртнă.