Чăваш Енри футбол аталанăвĕпе паллаштаракан курав

Футбол енĕпе тĕнче чемпионатне курма стадионсене лăк тулли çын пуçтарăнать.  Ку вăййа Чăваш Енре те питĕ юратаççĕ. Пирĕн республикăра вăл хăçан пуçланса кайнă тата мĕнле аталаннă?  Çакăнпа паллаштаракан курав Çĕнĕ Шупашкарти таврапĕлÿ музейĕнче ĕçлерĕ.
 
Вероника Павлова, Семен Антонов  

Пĕрремĕш футбол тупăшăвне Улатăрта 1912 çулта Владимир Мухин тăрăшнипе ирттернĕ. Çамрăк Чăваш Ене çĕр виçекенсен училищине пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме килнĕ. Хастар каччă кĕске вăхăтра хăй тавра футбол юратакансене пухса хулан пĕрремĕш чемпионатне йĕркеленĕ.  Çавăн хыççăн республикăра ку вăйă аталанама пуçланă. Чăваш Енĕн пĕрремĕш чемпионачĕ 1934-мĕш çулта пулнă. Унта Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Канаш тата Çĕрпу районĕсенчи ушкăнсем хутшăннă. 60-80-мĕш çулсенче кашни предприяти çумĕнче тенĕ пекех футбол командисем йĕркеленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти пĕртен пĕр стадион яланах лăк тулли пулнă. Çынсем «Заря» ушкăн вылянине пăхма çÿренĕ. Унта ăста футболистсем тупăшнă. Вĕсен йышĕнче Николай Князев, Анатолий Кирсанов, Артем Яклич тата ыттисем те. Çамрăк спортсменсем вĕсемпе танлашас тенĕ, тĕслĕх илнĕ.

Николай Князев Çĕнĕ Шупашкарти  ача-пăча спорт шкулĕнчи футбол командине ертсе пынă. Халĕ ун ячĕпе çулсерен турнир йĕркелеççĕ. Йывăçран тунă пĕрремĕш кубок та упранса юлнă. Чăваш Енре футбол аталанăвне журналистсем те пысăк тÿпе хывнă.

Курава йĕркелÿçĕсем темиçе уйăх хатĕрленĕ. Футбола юратакансем кăсăклă япаласем илсе килнĕ. Тĕслĕхрен, кунта иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче усă курнă мечĕк те пур.