Хăнасене Красноармейскинче илемпе хăтлăх кĕтет

Чăваш Енĕн тĕп уявĕччен шутлă кун юлчĕ. Кăçал вăл Шупашкарта тата Красноармейски районĕнче иртет. Унта халĕ хатĕрленӳ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.
 
Алексей Енейкин, Михаил Солин

Красноармейскисем Республика кунĕнче хăнасене юрă-ташăпа кĕтсе илĕç. Уява хатĕрленессипе çыхăннă ĕç-пуç кунта кашни кунах вĕрет. Ял-йыш пӳртсен таврашне тирпейлет, урамсене тасатать. Нумай пулмасть çĕнетнĕ асфальт çул хĕррипе те тăршшĕпех чечек ешерет.

Уява хатĕрленмешкĕн Красноармейски районне республика хыснинчен 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Унпа çĕнĕ çулсемсĕр пуçне машин лартмалли 9 лаптăк, кану вырăнĕсем тунă. Район администрацийĕн çурчĕ умĕнче брусчаткăран Трак Ен гербĕ евĕр тротуар сарнă. Куçа савăнтаракан чăн-чăн илем вара хăнасене Çĕнтеру паркĕнче кĕтет.

Çак илеме Вячеслав Эткер скульптор ăсталнă. Пĕр уйăх бензопăчкăпа ĕçленĕ. Вăл йывăçран касса кăларнă кӳлепесем пурин кăмăлне те çĕклеççĕ.

Республика кунĕ районта ача-пăча вылямалли лаптăксăр пуçне Именкассинче çĕнĕ фельдшер пункчĕ уçма палăртнă. Уявăн тĕп лапамĕ вара Красноармейски стадионĕнче пулĕ. Кунта халĕ сцена ăсталамалла. Çывăхри спорт лаптăкĕнче сывлăха çирĕплетмелли çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарĕç.