Тĕп хулари пĕр çуртра пурăнакансене çÿп-çап савăчĕ юнашар пулни канăç памасть

Каяшсене пăрахмалли савăт 3 çул хăй пирки калаçтарать. Тĕп хулари Талвир урамĕнчи 6-мĕш çуртра  пурăнакансем ăна нумай хваттерлĕ çурт çумне лартса  хунăшăн кăмăлсăр.  Çак ыйтупа пирĕн редакцине те çитрĕç вĕсем. Çыру йĕрĕпе Леонид Петров çула тухрĕ.

Леонид Петров, Михаил Солин

Леонид Кириллов  каяшсене пухмалли савăта урăх вырăна куçарттарассишĕн 3 çул  республикăри тĕрлĕ ведомство алăкĕсене шакканă. Малтанах çурта пăхса тăракан «Атăл» компани ертÿçисемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Ĕç ăнманнине кура ытти инстанцисене çитнĕ. Çакна ун аллинчи  18 страницăран тăракан документсем те çирĕплетеççĕ. Ун шухăшĕпе çуртпа юнашарах  вырнаçтарнă пластик савăт тавралăха варалать, шăршă-маршă сарать. Çак лаптăкра кадастр планĕпе килĕшÿллĕн хваттерсенче пурăнакансем чечексем,  тĕмсем лартса ÿстереççĕ. Анчах ку ĕçе тума чăрмантаракан тупăнни çынсен кăмăлне пăсать, тет арçын. Леонид Кириллов савăта урăх вырăна куçарса лартма сĕнет.

Çак ыйтупа эпир çурта пăхса тăракан управляющи компанине çитрĕмĕр.  Леонид Кириллов  ыйтăвĕ хăйсене йăлăхтарнине пытармарĕç кунта.

Савăта «Атăл» компани хăй тĕллĕн мар, нумай хваттерлĕ çуртăн кадастр планне пăхса вырнаçтарнă.  Йышăнăва Мускав район администрацийĕн коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕсем комисси йĕркелесе алă пусса  çирĕплетнĕ. 

Çынсем савăта çул тепĕр енне лартма сĕнеççĕ, анчах ку  лаптăк муниципалитетăн  шутланать.  Çавăнпа та  компанин ăна йышăнма ирĕк çук. Çитменнине йывăр тиевлĕ машинсене картишре тăвăр  пулнăран унта кĕрсе тухма кансĕр.    Çавăнпа та  каяшсене пухмалли савăта урăх çĕре куçарма май çук,  терĕ тĕп инженер Андрей Павлов.