Чи пултаруллисене - патшалăх наградисем

Паян Правительство çуртĕнче ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунисене тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене чысларĕç. Хисеплĕ ята тивĕçнисен йышĕнче механизатортан пуçласа завод директорĕ таранах.   

Елена Дмитриева, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров

Вăрнар районĕнчи  Николай Тихонов хумханнине пытармарĕ. Ĕçтешĕсем хăйне пĕлтермесĕрех документсене Мускава ярса панă, çавăнпа та „Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ“ ята илни уншăн кĕтменлĕх пулнă. 

Николай 25 çул  Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче механизаторта тăрăшать. Çак тапхăрта вăл ĕçре ырă енчен кăна палăрнă. Районти, республикăри ăсталăх ăмăртăвĕсенче яланах  малти вырăнсене йышăннă. 

Николай çамрăклах спортпа туслă пулнă: кĕрешнĕ, чупнă, йĕлтĕрпе ăмăртнă. Паян та ар çын килĕнче  пĕр минут та пушă лармасть. Çакна унăн арăмĕ Лилия  та çирĕплетет. Тихоновсем 27 çул каялла пĕрлешнĕ:  çурт лартнă, виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнаççĕ.

Пĕтĕмпе 30 ытла çын патшалăх наградисене тивĕçрĕ. Вĕсем  производствăра, ял хуçалăхĕнче, медицинăра тата ытти тытăмра вăй хураççĕ.

Тĕнчипе палăрнă ӳнерçĕ Праски Витти «Тымарсем патне таврăнни» ярăмшăн Чăваш патшалăх премине тивĕçрĕ. Сăрă ăсти  хăйĕн ĕçĕсенче тăван халăх пурнăçне, чунне сăнлать. Чапаев ячĕпе хисепленекен завод директорне Михаил Резникова „Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн“ орденпа чысларĕç. Ку предприятире кăларакан продукцие пирĕн çĕршывра урăх ниçта та тумаççĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене тав турĕ, республика  аталанăвĕнче кашнин тӳпи пысăк пулнине палăртрĕ,  малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕ.