Шкул çулне çитменнисен балĕ

Шупашкарти ача сачĕсенчен вĕренсе тухакансен паян сыв пуллашу балĕ иртрĕ.  Унта 120 яхăн учрежденири пин ытла ача-пăчапа воспитатель хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов

Уяв валли вĕсем 3 ташă вĕреннĕ: вальс, полька тата полонез. Кашни учрежденирен 6-шар ача тата 2-шер воспитатель хутшăнчĕç. Кăçалхипе сатик ачисен балĕ Шупашкарта 3-мĕш хут иртрĕ. Ытти çултипе танлаштарсан, сыв пуллашу уявне уçă вырăнта - Хĕрлĕ тӳремре йĕркелерĕç. Бал сумĕ çулран çул ӳссе пырать: пĕлтĕр ăна ача-пăча валли ирттернĕ Раççейри чи лайăх 200 акци йышне кĕртнĕ, кăçал - çĕршыври наци календарĕн ĕç-пуçне. Ку вăл уяв çеç мар,  ача пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр пуçланнине çирĕплетекен пулăм.