Чăваш Енре усă курнă батарейкăсене пуçтармалли акци пырать

«Батарейка пуçтарса çут çанталăка упра». Çак ятпа Чăваш Енре  экологи акцийĕ пырать. Юрăхсăра тухнă хатĕрсене чылай хушă хăйсем патĕнче йышăнма палăртаççĕ ăна пуçарнă экологи министерствинче. Ку тĕллевпе ведомствăра контейнерсем вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне унта пĕр тонна ытла хатĕр пухнă. Кунта ĕçлекенсем хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисем  те çак акцие хутшăнасса шанаççĕ.

Ирина Николаева, Алексей Енейкин, Павел Иритков, Михаил Солин

68 кило ытла усă курнă батарейка пухса килнĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтерĕсем. Аслă шкулăн тĕрлĕ пӳлĕмĕнче контейнерсем вырнаçтарнă. Юрăхсăра тухнă батарейкăсене студентсемпе вĕрентекенсем ятарласа килĕсенчен  илсе килнĕ. Çур çулта самай ăпăр-тапăр пуçтарăннă. Батарейкăсене çӳп-çап купине пăрахмалла маррине республикăра пурăнакансем ерипен хăнăхса пыраççĕ.

Батарейкăсене тавралăхшăн сиенлĕ  металлтан тăваççĕ. Хура тăхлан, кадми, чĕркĕмĕл, цинк, никель, марганец  - çак хими элеменчĕсем хатĕр юрăхсăра тухсан, этем сывлăхне самай сиен кӳреççĕ. Çавăнпа батарейкăсене хăрушлăхĕпе 1-мĕш ушкăна - уйрăмах наркăмăшлисем йышне кĕртеççĕ.

Пӳрне пысăкăш батарейка 20 тăваткал метр çĕр лаптăкне   е  400 литр шыва варалама пултарать, теççĕ ăсчахсем. Йывăр металл тăварĕсем ӳсен-тăранпа е шывпа пирĕн сĕтел çине лекеççĕ. Çӳп-çапа тирпейлекенсем ăпăр-тапăра çунтарнă хушăра батарейкăсем сывлăша сиенлĕ хутăшсем  сараççĕ.

Халăхран пуçтарнă батарейкăсене «НПО Экологи» пĕрлешӳ илсе каять. Вăл хăрушă ăпăр-тапăра республика тулашĕнче вырнаçнă  ятарлă завода çитерет. Усă курнă батарейкăсене тĕрĕс тирпейлемелле: вĕсене е тĕппипех пĕтереççĕ, е металлсене кăларса илсе тепĕр хут усă кураççĕ. Пирĕн республикăра çеç мар,  ун пек заводсем çĕршывĕпе те темиçе кăна.