Республикăра 50-мĕш хут çарпа патриотлăх вăййисем иртеççĕ

Çĕрпÿ районĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен финалĕ иртет.  Унта мĕн-пур район-хуларан 800 ытла хĕрпе каччă хутшăнать. Патриотсем патĕнче хăнара Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ.
 
Леонид Петров, Семен Антонов
  
Кăçалхи вăйăсем - юбилейлă. Чăваш Енре „Зарницапа“ „Орленок“  юхăмĕ 50 çул каялла пуçланса кайнă. Çак тапхăрта вăл темиçе ăрури яш-кĕрĕме хăйĕн пуласлăхне палăртма пулăшнă. Чи пĕлтерĕшли -  республикăна тата çĕршыва юрăхлă çынсем пулма вĕрентнĕ. „Салтак пăттине“ тутанса пăхнă хĕрсемпе каччăсенчен чылайăшĕ йĕрке хуралçи е çар çынни пулнă.

Çамрăк армеецсен ăмăртăвĕ 4 куна пырать. Финалта 82 ушкăн тупăшать. Вĕсем хушшинче çарпа патриот клубĕсем, профессиллĕ вĕренÿ учрежденийĕсемпе вăтам шкулсен командисем. Пухăннисене ОМОН отрячĕ хăйсен  ăсталăхне кăтартрĕ. Кинологсем вара 4 ураллă тусĕсемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕç.

Республика Пуçлăхĕ хĕрсемпе каччăсене, вĕсен вĕрентекенĕсене тата ашшĕ-амăшне тав турĕ. Эсир тăван çĕршыв мăнаçлăхне çирĕплететĕр, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулатăр, терĕ.   Çамрăк армеецсен юхăмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.   

Ушкăнсем чăрмавсене парăнтарассипе, стройпа утассипе, туризм тата ытти енсемпе зачетсем тытаççĕ. Пурĕ 12 хăнăхтару пурнăçламалла. Чи вăйлă командăсем çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă пулĕç. Çĕнтерÿçĕсем Чăваш Ен чысне Атăл тăрăхĕнчи тупăшура хÿтĕлĕç.