Чи кирли – паха апат хатĕрлесси

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă. Чылай çĕрте курăк çулаççĕ, сенаж янтăлаççĕ. Республикипе нумай çул ÿсекен курăксене 16 ытла пин гектар çинче çулнă. Манăн ĕçтеш Алексей Енейкин Красноармейски районĕнче ĕççи мĕнле пынипе паллашрĕ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Йĕпрем ялĕнчи «Волит» хуçалăхра ир пуçласа каçчен ĕç шавĕ тăрать. Кунта иртнĕ эрнеренпе сенаж янтăлаççĕ. Уйра тракторпа çулакан клевера хĕвел çинче кăштах кушăхтарнă хыççăн выльăх апачĕ валли турттараççĕ.

Хуçалăхра халĕ 500-е яхăн мăйракаллă шултра выльăх. Пĕр ĕне пуçне 5 пин те 600 кило сĕт сăваççĕ. Çак кăтарту выльăх шучĕпе пĕрлех çулран-çул ӳссе пырать. «Ĕнен хăйми ― чĕлхи çинче» тенине пуçра тытса «Чи кирли - паха апат хатĕрлесси», теççĕ йĕпремсем. Выльăха вĕсем çулла та кĕтĕве кăлармаççĕ, яланах витере тытаççĕ. Районти 36 хуçалăхран 8-шĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Халĕ çурри ытлинче курăк çулаççĕ. Çак ĕçе ытти хуçалăх та пуçăнма хатĕр. Çураки районта ăнăçлă вĕçленнĕ.

Трак тăрăхĕнче кăçал çĕр улмине ― 17, ытти пахча-çимĕçĕ 26 процент ытларах акса-лартса хăварнă. Пĕлтĕр хыт-хура кашланă 464 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ пулсан, кăçал усăсăр выртакан тепĕр 430 га çинче тыр-пул туса илме палăртнă. Районта вара пушă çĕрсем юлмаççĕ.