Пулăшу ыйтма – Республика Пуçлăхĕ патне

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Раççей Правительствин пуçлăхĕн Дмитрий Медведевăн йышăну пӳлĕмне çынсем тĕрлĕ район-хуларан килсе çитрĕç.

Надежда Александрова, Оксана Замятина, Игорь Ульянов

Надежда Пояндаева - Çĕмĕрлерен. Унта пурăнакансене “Восход” культура керменĕ юхăнни пăшăрхантарать. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех хута янă, тĕп юсав 80-мĕш çулсен вĕçĕнче тунă. Михаил Игнатьев культура учрежденийĕсене юсас тата çĕннисене тăвас ĕç республикăра аван пулса пынине палăртрĕ. Ятарлă программăпа Çĕмĕрлери культура керменне те йĕркене кĕртме планланă. Çак тĕллевпе 8 миллион тенке яхăн пăхса хунă.

Çĕрпӳ районĕнчи Иккĕмĕш Çĕньял старости Любовь Шаронова Республика Пуçлăхĕ патне Чăрăш ялĕ çывăхĕнчи плотина пуласлăхĕ пăшăрхантарнипе çитнĕ. Михаил Игнатьев ку ыйту та татăлас шанăç пуррине каларĕ.

Юсав тата строительство ыйтăвĕсем татах пулчĕç. Вăрнар районĕнчи аçăмçырмисем шкулти спорт залне çĕнетесшĕн, Муркаш тăрăхĕнчи Çатракассинче пурăнакансене урам çутти çукки канăç памасть. Куславккари Олег Корнилов та нумай çынна хумхантаракан ыйтупа çитнĕ. Вăл сывлăх сыхлавне лайăхлатмалли майсемпе кăсăкланчĕ. Район больницинче чирсене тупса палăртмалли хатĕр - колонофиброскоп çук, иккен. Ăна валли пÿлĕм те йĕркеленĕ, специалист та пур. Анчах та техники çук. Çавăнпа сывлăха тĕпчеме куславккасен Шупашкара çӳреме тивет. Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, медицина хатĕрне больницăна çулталăк вĕçлениччен илсе килсе хута ямалла.