Чăваш Енре пултăрана хирĕç кĕрешме тăрăшаççĕ, çапах та усси сахалрах

Выльăха та, çынна та сиен кÿрет. Сăмах Сосновский текен пултран пирки пырать. Паллă тĕпчевçĕ ятне панă ÿсен-тăрана пирĕн çĕршывра иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ятарласа ĕрчетме пуçланă, сиенлĕ тесе  шутламан. Каярах выльăха çитерме юрăхсăррине ăнланнă, акма пăрахнă. Апла пулин те унран текех хăтăлайман. Пултăран мĕнле сăтăр тăвать тата Чăваш Енре унпа кĕрешеççĕ-и? Çакна  манăн ĕçтеш Екатерина Фомина тĕпчерĕ. 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Юхан шыв, çул хĕррисене, хуçасăр юлнă сад-пахчасене килĕштерет пултран. Вăрăран вăл хăвăрт сарăлать, хăй тавра ытти ÿсен-тăрана çитĕнме памасть. Чăваш Енре çак çум курăк 250 гектар пусса илнĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх, пултран лаптăкĕ çултан çул пысăкланса пырать.

Вăрçă хыççăнхи  çулсенче пултрана,  чăн та,  силос валли паха культура тесе акнă. Анчах ăна ĕнене çитернĕ хыççăн сĕт йÿçĕк тутăллине тата вăл тăпăрчланманнине, выльăхсем хĕсĕр юлнине  асăрханă.

Çакă пултранра фурокумарин пуррипе çыхăннă. Ун сиенĕ тÿрех курăнмасан та пултарать. Ÿт пиçсе кайни уйрăмах хĕвел çинче палăрма тытăнать. Суран хăмпăланса тухать, каярах вăл типсе тĕксĕм йĕр хăварать. Çавăн пекех пултран сĕткенĕ нерв тытăмĕпе чĕре мышцисене япăх витĕм кÿрет. Аллергипе аптракансен те унран асăрханмалла.
 
Çак сиенлĕ çум курăкпа çине тăрса кĕрешмелли куçкĕрет. Анчах хальлĕхе республикăра ку тĕлĕшпе тĕллевлĕ никам та ĕçлемест. Уйрăм хуçалăхсенче пултрана пĕтерес тесе тимлеççĕ, паллах. Акă Шупашкар районĕнчи  хуçалăх хирĕпе çуммăнах кашласа ларать вăл.

Çавăн пекех çум курăка пĕтерес тесен гербицид сапмалла. Ку вара тăкаклă ĕç. Муниципалитетсен çакна тума укçа-тенкĕ çук. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсен шучĕпе, республика шайĕнче пултрана хирĕç кĕрешме ятарлă программа кирлĕ. Сăмах май, Чулхула, Тверь, Вологда, Ленинград, Кострома тăрăхĕсенче ăна йышăннă та ĕнтĕ. Пултрана тĕп тăвиччен темиçе çул иртет, халех пуçăнмасан вăл хуçаланакан лаптăк пушшех пысăкланĕ. Унпа кĕрешме тухакансен вара хăрушсăрлăх йĕрки пирки манмалла мар.