Кунта кашни кун туслăх, сывлăх тата юмах хуçаланать

Республикăри 350 шкул çумĕнче лагерьсем ĕçлеççĕ. Халĕ пĕрремĕш смена вĕçленсе пырать.  Вăрнар районĕнчи Санарпуç шкулĕнче те вĕренекенсем каникула усăллă ирттереççĕ.
 
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Шкул çумĕнчи лагерьте кун ирхи зарядкăран пуçланать. Кунта ачасем тĕрле хусканусем тăваççĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма вĕрентеççĕ.

Зарядка туни ачасен кăмăлне çĕклет, кун йĕркине çирĕплетет, палăртаççĕ вожатăйсем. Шкулта ачасен канăвне усăллă йĕркелеме тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ конкурс, ăмăрту, вăйă ирттереççĕ. Ачасен пĕр пушă вăхăт та çук. Лагерьте çамрăксем хăйсен  ăсталăхне те туптама пултараççĕ. Пĕрисем спортпа туслă, теприсем вара техника енне ытларах туртăнаççĕ.   Робототехника кружокне  çӳрекенсем   тĕрлĕ конструкци ăсталаççĕ, ăслă машинсем валли программăсем çыраççĕ.

Лагерьте художник ăсталăхне те вĕрентеççĕ. Кунта ачасем ӳкерчĕк тумалли тĕрлĕ мая алла илеççĕ.  Чи ăнăçлă ĕçсенчен курав йĕркелеççĕ.

Туслăх,Ташă, Сывлăх, Театр, Чечек, Юмах – лагерьте кашни кунăн ячĕ пур. Ачасем хăйсене кунта ирĕклĕ те хаваслă туяççĕ.

Шкул çумĕнчи лагере 48 ача çӳрет. Халĕ вĕсем  пĕтĕмлетӳ концертне  хатĕрленеççĕ. Унта çамрăксем сменăра мĕн вĕреннине тата тĕрлĕ юрă-ташă кăтартĕç.