Ку тăрăхра Акатуй кăçалхипе 27-мĕш хут иртрĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те пулчĕ.
Ирина Николаева
Карта патĕнче лашасем тапăртатса тăраççĕ. Ăçта тĕпленнине пăхмасăр, чăвашсем утсен ăмăртăвне уйрăмах кăмăллаççĕ. Кунта орловски тата вырăс ăратне ĕрчетекенсем пуçтарăннă. Пĕтĕмпе 6 чупу йĕркеленĕ - утланса тата урапасемпе. Çурхи ĕçсем вĕçленсен, акапа суха туйне йăхташсем сумлă паллă тăваççĕ. Тюменьти ентешсен «Тăван» пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе 2 пине яхăн чăваш пурăнакан Ярково районĕ хальхинче уяв кĕрекине пуçтарчĕ. Хăнасене авалхи йăла-йĕркепе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, техĕмлĕ сăрапа сăйларĕç.
Тюмень облаçĕнче 30 пин ытла йăхташ пурăнать. Ку тăрăхра 25 чăваш ялĕ, ытларах вĕсем кăнтăр енче вырнаçнă. Ентешсем Çĕпĕре темиçе тапхăрпа куçса килнĕ: Столыпин вăхăтĕнче, коллективизаци саманинче, 70-80-мĕш çулсенче нефть уçлама тата газ кăларма пуçласан. Чăвашсем Тюмень тăрăхĕнче ĕмĕр каялла тĕпленнĕ тесен йăнăш пулмĕ, палăртаççĕ ентешсем.
Аякри тăвансемшĕн Акатуй — уяв çеç мар, çапла майпа чăваш йăли-йĕрки ăруран-ăрăва куçса пырать. Наци юрри-ташши, ал ĕç ăсталăхĕ, апат-çимĕçĕ: Тюменьти чăвашсем кунта халăх пуянлăхпе паллаштараççĕ.
Пысăк уявра така пусса шӳрпе пĕçересси йăлара. Акатуй хăнисем те вĕри яшкапа сăйланчĕç. Çĕнĕ вăй пухса инçе çула тухма хатĕрленеççĕ — Шупашкара çитсе Республика кунĕнче хайсен пултарулăхĕпе паллаштарма палăртаççĕ.