Шупашкарти савни сывпуллашать

Cамрăксен театрĕнче çĕнĕ спектакль хатĕрленĕ. Çапла вара Николай Сидоров пьесисем тăрăх лартакан ярăмăн юлашки 7- мĕш хайлавне сцена çине кăларĕç. Спектакль репетицийĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.
 
Надежда Александрова, Семен Антонов
 
Юрăллă-ташăллă камитри сăнарсен историйĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех пуçланнă. Наталипе Йăкăнат, Çтаппанпа Лисук тахçанах çемье çавăрнç, ачисем те çитĕннĕ ĕнтĕ. Пурнăç хăй йĕккипе пырать. Сăнарсем 27 çул хушшинче улшăннă, паллах.

Йăкăнат мăшăрĕ Натали пурнăç çине çаплах çамрăк чухнехи пек пăхать. Никамра та усаллине курма хăнăхман вăл.

Лисукпа Çтаппан - фермерсем. Вĕсем вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Лисук - çемьене çирĕп тытса тăракан хĕрарăм.

Спектакле лартаканĕ Чăваш искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Оринов. Вăл 3 çул каялла «Шупашкарти савни 20 çул иртсен» камит лартнăччĕ. Халĕ юлашки серипе хаваспах ĕçленĕ.

Спектакль мĕнпе вĕçленни куракансемшĕн кĕтменлĕх пулĕ. Пĕлес тесен – Çамрăксен театрне васкăр.