Килтен тухмасăрах тӳлеме пулать

Чăваш Енри почтальонсем çынсенчен çийĕнчех тӳлевсем йышăнма пултараççĕ. Ку тĕллевпе вĕсене ятарлă терминалсемпе тивĕçтернĕ. Республикăна çакăн йышши 200 хатĕр уйăрса панă.
 
Ирина Николаева, Наталия Егорова, Михаил Солин
 
 Кредит, штраф, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, çыхăнушăн е страховкăшăн тӳлемелле  - çакна халĕ килтен тухмасăрах тума пулать. Çапла майпа почта уйрăмĕсенче черет чакарас тата çынсене меллĕ майсем туса парас тĕллевлĕ. Тӳлевпе касса терминалĕсене Чăваш Енри почтальонсене уйăх каялла  валеçсе панă.

Роза Юркина 15-мĕш çул почтальонра ĕçлет. Вăл тивĕçлĕ канури пин çурă ытла çынна уйăхсерен пенси валеçет. Тĕрлĕ тӳлев йышăнмалли хатĕре Роза Юркина ыттисем пекех ирхине илсе ĕç кунĕ вĕçленсен тавăрса парать. Почтăра ĕçлекенсен пурнăç таппинчен юлмалла мар, тет вăл.  Хăй часах хатĕре хăнăхса унпа усă курма вĕренсе çитнĕ.

Почтальона шăнкăравласа киле чĕнсе илме пулать. Çакă аякри ялсенче пурăнакансене тата кил-çуртран тухса çӳреме йывăр пулнисемшĕн меллĕ.  Уйрăмах хĕлле, çулсем пăрлансан, тивĕçлĕ канурисем çĕнĕлĕхпе анлă усă курасса шанаççĕ. Кашни тӳлевшĕн 5 тенкĕ комисси пулнине асăрхаттараççĕ почта ĕçченĕсем.

Чылай чухне тивĕçлĕ канурисем хăйсене пенси валеçекене сăнран палаççĕ. Апла пулин те иккĕленӳ çуралчĕ пулсан, ултавçăсен серепине çакланса шар курас мар тесен, почта ĕçченĕ пулнине çирĕплетекен документ ыйтмалла, почта уйрăмне шăнкăравласа ыйтни те ытлашши пулмĕ. Терминалпа усă курсан,  тӳлев çав самантрах кирлĕ çĕре çитет.
Алла вырнаçакан терминалсемпе пĕрремĕш уйăхра 5 пине яхăн тӳлев йышăннă. Малашне унăн майĕсене анлăлатасшăн.