Раççей кунĕнче тĕрлĕ наци çыннисем Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе юрласа-ташласа утрĕç

Раççей кунне республикăра анлă паллă турĕç. Шупашкарта тĕрлĕ çĕрте  юрă-ташă сасси янăрарĕ. Уявăн тĕп лаптăкĕнче   халăх  ушкăнĕсемпе ал ĕç ăстисем хайсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шупашкарти «Халăхсен туслăхĕн парачĕ» уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çумăр çунине пăхмасăр вăл 500-ре яхăн çынна пĕрлештерчĕ.

Ирина Николаева, Семен Антонов

Чăваш çурчĕ, тутар йăрчĕ, узбексен уйĕ —  нацисене вара пĕр кил - Раççей пĕрлештерсе тăрать.  Пирĕн республикăра 129 тĕрлĕ халăх пурăнать, çав шутра урăх çĕршывран куçса килнисем те пур. Узбексен пĕрлешĕвĕнче, сăмахран, пине яхăн çын. Шупашкарта вĕсенчен ытларахăшĕ аслă пĕлӳ илет. Армени, Палестина, Киргизи — аякри çĕрсенчен куçса килнисемшĕн çапла майпа хăйсем çинчен пĕлтерме май пурри  паха.

Шăпах çакнашкал тĕл пулусенче тĕрлĕ наци  культура хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарать. Йĕркелӳçĕсем ăна халăхсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес, Раççей мăнаçлăхĕ пĕрлĕхре пулнине кăтартса парас тĕллевпе ирттереççĕ. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе - ырă тĕслĕх. Юрă-ташăпа  халăх йăли-йĕрки çынсене пĕрлештерекен вăй пулнине çирĕплетеççĕ ентешсем.

«Халăхсен туслăхĕ» парада 2014-мĕш çулта Кировра пуçарса янă. Шупашкарта ăна кăçалхипе 2-мĕш хут ирттереççĕ. Чăваш Енре  тĕпленнĕ тĕрлĕ халăх çыннисем унта хутшăнма кăмăл тунă.

Хăйсен тăрăхĕсенчи ялавсене йăтса, наци тумтирĕ тăхăнса, тăван юрăсене шăрантарса вĕсем  Республика тÿремĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Тӳреме çити утрĕç. Кунта вĕсене хула çыннисемпе пĕрлех Чăваш Ен тата Шурашкар пуçлăхĕсем, депутатсем кĕтсе илчĕç. Çак лаптăкрах  Раççей кунне халалланă чаплă концерт пулчĕ. Çавăн пекех 14 çула çитнĕ çамрăксене савăнăçлă лару-тăрура паспорт парса саламларĕç.