19 декабря 2018 10:03   -12°   $66.75 €75.78

13.06.2018 18:42

Кирпĕч хуракансем ăсталăх конкурсĕнче тупăшрĕç

Шупашкарта кирпĕч хуракансен ăсталăх конкурсĕ иртрĕ. Унта  республикăри  строительство пĕрлешĕвĕсен 7 ушкăнĕ хутшăнчĕ. Тупăшу «Çĕнĕ хула» микрорайонта хăпартакан çуртра пулчĕ.
 
Леонид Петров, Семен Антонов

Хĕрÿ ăмăрту кунĕпех пычĕ. Кашни ушкăнра - 2 – шер маçтăр. Хăш-пĕр организаци харăсах темиçе звено тăратнă. Кирпĕч хуракансем тупăшса 50 ытла кубла метр стена купаларĕç. Строительство министерстви çакнашкал ăсталăх конкурсне кашни çул ирттерет. Унăн тĕллевĕ - рабочи специальноçĕсен сумлăхне ÿстересси. 

Конкурса хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен маçтăрсем хутшăнаççĕ. Чылайăшĕ – пĕрремĕш хут мар. Сăмахран, Юрий Выросов ĕçтешĕпе виçĕ çул каялла çĕнтерÿçĕ пулнă. Опытпа пултарулăх кăçал та вĕсене малти вырăна тухма пулăшрĕ.

Тĕрĕслевре комисси ĕç калăпăшне, йĕркине тата унăн пахалăхне шута илчĕ. Кирпĕч мĕнле хунине тÿресем ятарлă хатĕрсемпе хакларĕç. Типтерлĕ ĕçлени те ăмăртакансене хушма паллăсем пачĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе „СМУ-124“, „Монолитстрой“ тата „СУ-Инкост“ пĕрлешÿсенче тăрăшакансем çĕнтерчĕç.


проститутки чебоксары