Шупашкарти 25 çурт картишне йĕркене кĕртеççĕ

Ĕç вĕçленмен-ха, хулара пурăнакансем çĕнетнĕ хăш-пĕр вырăна тепĕр хут юсама ыйтнă. Çынсене мĕн тивĕçтермен тата юсав хăçан вĕçленĕ? Кун пирки тĕплĕнрех — сюжетра.

Алиса Александрова, Оксана Замятина, Вадим Владимиров

Октябрь 50 çул тултарнă ятпа хисепленекен  урамри çуртсенче пурăнакан ачасем халиччен  ярăнчăкпа черетлĕн ярăннă. Пĕчĕккисене выляса савăнма урăх нимĕн те пулман кунта. Кăçал чылай улшăну пулса иртнĕ. Ача-пăча хулипе баскетболла вылямалли  лаптăк ÿссе ларнă. Урамра вылякан ачасен йышĕ те пысăкланнă.

Картише юсаса пĕтермен-ха. Çынсем ыйтнипе хушма ĕç те тупăннă. Калинин район администрацийĕн пуçлăхĕ Яков Михайлов палăртнă тăрăх, пĕлтĕр проекта кĕртмен тротуарсемпе хăш-пĕр лаптăка тирпейлемелле,  çанталăк йĕркеленсен спорт лаптăкĕн сийне сармалла. Хевеш урамĕнчи çак картишре те ача-пăча вылямалли вырăна çĕнетнĕ, хоккей коробки вырнаçтарнă. Ытти 24 объектри пекех мĕн-пур ĕçе тума халăх та хутшăннă.

Çынсем ыйтнипе спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă кунта. Анчах çитменлĕхсене пула  тÿрех йышăнман ăна. Çавăн пекех иртнĕ çул пĕтереймен ĕçсем те юлнă. Асфальт сарма, йывăç-курăк лартса хăварма çанталăк чăрмантарнă строительсене. Çуран çÿремелли вырăнсемшĕн яваплă фирмăн Шупашкарта çакнашкал 14 лаптăк. Администраци тата подрядчиксем шантарнă тăрăх, çак уйăхра мĕн-пур ĕçе вĕçлемелле. Федераци программи вара малаллах ĕçлĕ, 2018-мĕш çулта тĕп хулари 21 çурт картишне юсаса çĕнетме палăртнă.