Элĕк тăрăхĕнчи «Пучах» ача сачĕ 35 çул тултарчĕ

Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнчи  «Пучах» ача сачĕ – таврари паллă вĕренÿ учрежденийĕ. Ытти çуртсем хупăннă вăхăтра вăл упранса юлма пултарнă. Халĕ кунта  8 ялтан ачасем  çӳреççĕ. Нумаях пулмасть ăна уçнăранпа  35 çул çитрĕ. Çав ятпа ялта пысăк уяв пулчĕ.

Надежда Александрова, Любовь Алексеева

Уява ачасен ашшĕ-амăшĕ, тахçан кунта çÿресе ÿснисем тата ытти хăна-вĕрле йышлăн пухăнчĕ. Сатикре вĕсене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. «Пучаха» çÿрекенсем те, кунта тăрăшакансем те ал ĕçне те, юра-ташша та питĕ ăста пулни курăнчĕ.

«Пучах» çулран çул çирĕпленсе, вăйланса пыни, паллах, чи малтан кунта ĕçлекенсен тивĕçĕ.  Ача сачĕ çулран çул çĕнелсе, пуянланса пырать.  Шкул çулне çитменнисене пур енлĕн аталантарма  тăрăшаççĕ кунта. Воспитательсем хăйсем ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулма тивĕçлине лайăх ăнланаççĕ.

Ачасене  юратмалла, пĕри те ют мар, кашниех тăван, теççĕ кунта ĕçлекенсем. Хăшĕ мĕнле пултаруллă, çав енĕпе аталанма майсем туса параççĕ. Сатикре кăна мар, ун тулашĕнче иртекен тĕрлĕ конкурс-тупăшăва мĕн пĕчĕкрен хутшăнма хăнăхтараççĕ. Çĕнтерÿсем вара çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Ача-пăчана кăна мар, аслисене те çавах. Республика шайĕнче «Хунав» пултарулăх конкурсĕнче «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» тата «Илемлĕ чăваш юрри» номинацисенче мала тухнă. Пĕлтĕр коллектив Чăваш Республикин пуçлăхĕн грантне çĕнсе илме пултарнă. Сатикре тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине аталантарассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

«Пучаха» çÿрекенсемпе кунти ĕçчен çынсене  уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов саламларĕç. Ача-пăчана воспитани парса ÿстерекенсен хăйсем  район, республика, тăван çĕршыв пуласлăхĕ валли ĕçленине  яланах асра тытма кирлине палăртрĕç.