Чăваш Енри 13 районта çураки планне тултарнă

Йăлана пăхăнса чăваш халăхĕ çурхи ĕçсене вĕçлесен акатуйра савăнать. Республикăри 15 районта вăл çитес вырсарни кун пулĕ. Уява çĕр ĕçченĕсем мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнине Екатерина Фомина тишкерсе тухрĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Кăçал хресчене çуракинче çăмăлах килмерĕ. Тырă, сĕт хакĕ улшăнса тăни йывăрлăх кÿчĕ пулин те, мĕн палăртнине пурнăçлама тăрăшрĕ. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне республикăра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 208 пин те 700 гектар акнă. Плана 13 район тултарнă. Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паян-ыран ыттисем те ĕçе вĕçлемелле.

Çĕр улми 7 пин те 500 ытла гектар лартнă. Ку пĕлтĕрхинчен 700 гектар нумайрах. Патăрьел районĕнче кăна иккĕмĕш çăкăр пин те 500 гектар йышăнать. Сăмах май, акана патăрьелсем вăхăтра та кăлтăксăр ирттернĕ. Халĕ икĕ кун, çĕртме уйăхĕн 10-11 мĕшĕсенче, акатуйпа сапантуй уявĕсенче савăнĕç.

Хуçалăхсен халĕ тепĕр хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Выльăх апатне янтăлама тухмалла. Иртнĕ çултипе танлаштарсан кăçал çак ĕçе маларах пуçăннă.

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче пулнине асра тытса утă-сенажа вăхăтра, технологие пăхăнса хатĕрлемеллине аса илтереççĕ ял хуçалăх министерствинче ĕçлекенсем. Ун чухне апат пахалăхĕ те пысăк пулĕ.