Тĕп хулари пĕлтĕр юсанă пĕр çурт тăрри шыв юхтарнă

Юсав туса тăккаланă укçа сая кайнă-ши? Тĕп хулари  Мате Залка урамĕнчи 12-мĕш çуртăн пĕрремĕш корпусĕнче пурăнакансем  каллех тăрă  юхнипе  нушаланаççĕ.  Çивиттине пĕлтĕр çеç улăштарнă пулнă. Вăл çуллахи пĕрремĕш вăйлă çумăртах шыв янă. 

Леонид Петров, Семен Антонов  
            
Ку вăл „Капкăн“ журнала тивĕç калаçу. Çынсем хăйсен йывăрлăхне шÿтлесе те пулин çăмăллатасшăн. Мĕнле-ха урăх?  Çурта пăхса тăракан «Вертикаль» компани кунта çулталăк каялла çеç юсав тунă. Çынсен сăмахĕпе çакăн валли 700 ытла пин тенкĕ тăккаланă, анчах савăнăç нумая пыман. Çÿлти хутра пурăнакансен каллех кашни çумăртан шикленме тивет. 

Çынсене ячĕшĕн çеç юсав туни пăшăрхантарать. Юрать-ха  çумăр шывĕ ку хутĕнче коридорта кăна юхнă. 

Çакна эпир иртнĕ çул нарăс уйăхĕнче ÿкернĕччĕ. Ун чухне 134-мĕш, 135-мĕш тата 136-мĕш хваттерсенче шыв аннипе обойсем сĕвĕнсе ÿкнĕ, стенасем кăвакарнă. Çавăн пекех карса тунă маччасем юрăхсăра тухнă.
Наталия Архипова хваттерĕнче халĕ те нÿрĕк. Çавна пула мачча плитисем хушшинчи шпатлевка тăкăнать. Çынсем мĕншĕн нушаланнине эпир  çурта  пăхса тăракан компанире уçăмлатасшăн пултăмăр. 

Малтан пире хапăл тумарĕç пулин те, кĕçех Александр Федоров тĕп инженер ыйтăва хуравлама тата юхакан çурт тăррине кăтартма килĕшрĕ.

Тĕп инженер сăмахĕпе, çурт тăррине кулленхи юсав валли пухакан укçапа йĕркене кĕртнĕ. Ăнсăртран сиксе тухнă çитменлĕхе çийĕнчех пĕтернĕ, çумăр шывĕ урăх çынсене чăрмантармĕ, тесе шантарчĕ.