24 июня 2018 10:10   28°   $63.24 €73.72

08.06.2018 18:01

„Молгород“ форумра Чăваш Ене хăнасене илĕртмелли майсене сÿтсе яваççĕ

«Атăл çинчи телей»  девизпа иртекен „МолГород“ форумра 3-мĕш кун çĕршыври тата республикăри паллă çынсемпе  маçтăр-классем иртеççĕ. Паян Йăлăмра тĕпленнĕ студентсене Раççейри паллă тележурналист тата Патшалăх Думин депутачĕсем лекцисем вуларĕç.

Ирина Николаева, Леонид Петров, Виктор Степанов

Кăçал «Молгород» юбилейлă – 10-мĕш хут иртет.  Йăлăмра 14 районпа хулари хĕрсемпе каччăсем пĕлĕвне ÿстереççĕ, чăтăмлăхпа пултарулăхне туптаççĕ.  «Масс-медиа технологийĕсем» лаптăкра çамрăксене çĕршыври паллă журналист Максим Шарафутдинов професси вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Çынсемпе мĕнле калаçмаллине, камера умĕнче мĕнле ĕçлемеллине  каласа кăтартрĕ. Теорие студентсем кĕсье телефонĕсемпе усă курса тÿрех пурнăçра  тĕрĕслесе пăхрĕç. 
  
«Территорисен аталанăвĕ» лаптăкра ытларах техникăпа тата спортпа туслă çамрăксене курма пулчĕ.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Ольга Павлова регионсене пулăшмалли федераци проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Уйрăммăн илсен, юханшыв туризмне аталантарассине тимлĕх уйăрчĕç. 

Федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Шупашкарти юхан шыв портĕнче харăсах 5-6 теплоход кĕмеллĕх вырăн тăвасшăн. Çакăн валли хула инфраструктурине улăштарма тивĕ. Çавăн пекех карапсем тăракан вăхăта ÿстересшĕн. Икĕ сехет вырăнне чарăну 5-6 сехетлĕхе пулĕ. Çакă Шупашкара туристсене ытларах явăçтарма май парĕ.