Ыттисен патăрьелсенчен тĕслĕх илмелле

Аталану çулĕпе утаççĕ - çапла пĕтĕмлетÿ турĕç республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем Патăрьел районĕн ĕçĕ-хĕлĕпе  паллашнă май. Вĕсемпе пĕрле Екатерина Фомина та çула тухрĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем паян та  алă усса лармаççĕ. Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллашсах тăраççĕ. Хальхинче хастарсем Патăрьел районĕнчи  тĕрлĕ предприятие çитсе курчĕç.  Хирти Пикшик ялĕнче 2006 çулта сĕт йышăнакан пункт уçăлнă.  Кунне кунта 50-60 тонна яхăн чĕр тавар илсе килеççĕ. 

Сĕте сивĕтсе тасатнă хыççăн ăна Етĕрнепе Улатăра, Хусана, Чулхулана, Чĕмпĕр тăрăхне ăсатаççĕ. Чăваш Енре чĕр тавар ытлашшипех пулнăран кÿршĕ регионсене çÿреме тивет.

Унта сĕт-турăх кăларма, типĕтнĕ сĕт хатĕрлеме пуçлĕç.  Районшăн ку пĕлтерĕшлĕ проект. Хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленнипе пĕрлех тепĕр çивĕч ыйту татăлĕ.  

Çавăн пекех патăрьелсем качака сĕтне тирпейлекен цех тума пуçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов каланă тăрăх, кăçал 200 миллион тенкĕлĕх 7 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Çав шутра выльăх-чĕрлĕх пуснă хыççăн юлнă каяшсене тирпейлекен завод çĕкленет.

Александр Илюткин ертсе пыракан „Исток“ агрофирмăра та курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ хăнасемшĕн.  Мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ хуçалăхра 700 ытла. Çĕнĕ ферма çурчĕсенче çутă, таса, ĕнесем умĕнчен апат татăлмасть, кунне 6 хут параççĕ.  

Çулсерен выльăх пуçне ÿстерсе пыраççĕ. Çавна май халĕ ĕнесене пăрулаттармалли уйрăм тăвасси пирки шутлаççĕ. Мĕн курнипе ветерансем кăмăллă юлчĕç. Ыттисен те патăрьелсенчен ĕçлеме вĕренмелле, терĕç.
Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем ултă çул каялла пĕрлĕхе чăмăртаннă. Хăйсен ларăвĕсенче кирлĕ те çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ вĕсем. Хальхинче Ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа уй-хир ĕçĕсем, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем хакланни, „Чăваш бройлерĕ“ предприяти шăпи, хушма хуçалăхсене пулăшмалли майсем пирки калаçрĕç.