Шупашкарти пĕр урамра пурăнакансене газ кĕртес ыйту нумай çул хумхантарать

Вĕсем Шупашкарта тĕпленнĕ пулсан та, хăйсене хуларан уйăрса хăварнă пек туяççĕ. Сăмах Ленин районне кĕрекен Хĕвеллĕ урамра пурăнакансем пирки пырать. Унти халăх чылай çул газ çуккипе нушаланать.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров
 
Çак çуртсене Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхне кĕнĕ совхоз çĕрĕсем çинче 90-мĕш çулсенчех лартма пуçланă. Уйăрса панă 58 лаптăкран паянхи куна пĕрре-виççĕмĕш пайĕнче кăна пӳртсем тунă. Коммуникаци тытăмĕсем çуккипе çынсем кунта куçса килме васкамаççĕ. 2009 çулта ку çĕре Шупашкара панă. Пĕчĕк ял Хĕвеллĕ урам пулса тăнă. Кунта пурăнакансен ырă улшăну кĕтсе илес шанăç çуралнă. Çынсем электричество, газ тата шыв кĕртме ыйтса пуçлăхсем патне çырусем çырнă.

80 çултан иртнĕ Зоя Сергеевна килĕнче пĕчченех пурăнать. Ватлăхра çакăн пек нуша курасса шутламан та, 21-мĕш ĕмĕрте те хĕле хатĕрленсе вутă-кăмрăк туянмалла, тет.

Министерствăпа хула пуçлăхĕсем патне çыру çырса ывăннăскерсем хăйсен вăйĕпех газ кĕртме те хатĕр. Проектне те тахçанах тунă. Анчах та çуртсем патне кăвак çулăм илсе пыма 15 миллион тенкĕ кирлĕ.

Çак урама çывăхри «Садовый» микрорайонтан газ илсе пыма палăртнă. Анчах та ку тăрăхра çуртсем тăвакан «СУОР» компани ертӳçи Владимир Ермолаев Хĕвеллĕ урамра пурăнакансемпе çут çанталăк газне пайлама васкамасть. Çакăнта тата пӳртсем лартма коммуникаци илсе пырсан çеç аякри урам валли çĕнĕ пăрăх çыхăнтарма ирĕк парасса калать. Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пĕр çурт патне газ илсе пыма вăтамран 60 пин тенкĕ кирлĕ. Хĕвеллĕ урамри çемьесемшĕн тата та тăкаклă — 163 пин тенкĕ. Çапла, ятарлă проект 15 миллион тенке кайса ларать. Хальлĕхе черетре ытларах çын пурăнакан газсăр урамсем те пур. Вĕсене çитес çулхи проекта кĕртеççĕ. Хĕвеллĕ урамра пурăнакансен вара каллех кĕтмелли кăна юлать.