Чăвашсен уявĕнче яппунсем савăнчĕç

Ĕçпе юрă уявĕсем – акатуйсем хамăр республикăра çеç мар, чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те иртеççĕ. Акă, çурхи уй-хир ĕçĕ вĕçленнине Чĕмпĕр тăрăхĕнчи ентешсем те анлă паллă турĕç.
 
Елена Дмитриева, Зоя Яковлева  
 
Наци уявне хутшăнакансен шучĕ çулран çул ÿссе пырать. Чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те акатуйра савăнаççĕ. Чĕмпĕре те Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен хăнасем пуçтарăннă. Яланхи пекех чи пысăк ушкăн Чăваш Енрен килсе çитнĕ. Уйрăмах Елчĕкпе Шăмăршă районĕсем хастар пулнă. 

Уяв çĕршывсем шайĕнче иртрĕ тесене те юрать. Сумлă хăнасен йышĕнче Японин Раççейри посолĕ Тоехиса Кудзуки пулчĕ. Çавăн пекех Чĕмпĕр облаçĕн кĕпернаторĕ Сергей Морозов, Наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата ыттисем те чăвашсен  тараватлăхне туйма пултарчĕç. Вĕсене юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, кăпăклă сăрапа сăйларĕç. Ташша чĕнсен те, хаваспах темиçе çаврăм турĕç. Сергей Морозов кĕпернатор Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн хастарĕсене хисеп хучĕсемпе чысларĕ. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов пуçтарăннисене саламланă май, «Раççей пуянлăхĕ халăхсен хăйнеевĕрлĕхĕнче, вĕсен туслăхĕнче», - терĕ. Акатуй илемĕ вара - тĕрлĕ  картишре. Мĕн кăна çук кунта: апат-çимĕç, тум-тир, ĕлĕк хуçалăхра усă курнă япаласем.
Уявра кунĕпех фольклор ушкăнĕсен юрри-ташши кĕрлерĕ. Чи хастаррисем вара хăйсен вăйне тĕрлĕ тупăшура тĕрĕслерĕç. Кунта лашапа чупакансем те, кĕвентепе шыв йăтса ăмăртакансем те пулчĕç.