Куç курманнисем валли телефонпа усă курмалли хушăм хатĕрленĕ

Куç курманнисемшĕн нимле чăрмав та пулмалла мар. Çак тĕллевпе халĕ программистсем те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Смартфонпа е ахаль кĕсье телефонĕпе усă курмалли ятарлă хушăмсем шутласа кăлараççĕ. Çĕнĕ технологисен меллĕхне Чăваш Енри сусăрсем те туйса илнĕ.

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Вадим Владимиров

Республикăри куç курманнисен библиотекинче ыркăмăллăх фончĕсем пулăшнипе «Чикĕсĕр уçлăха кăларакан чӳрече» ятлă çĕнĕ проект пуçарчĕç. Унăн авторĕ Николай Парахин хăй вăхăтĕнче Мускавра суккăрсене тĕрлĕ ĕçе хăнăхтаракан ятарлă курс пĕтернĕ. Ун хыççăн Шупашкарта куç курманнисене компьютерпа ĕçлеме вĕрентме тытăннă. Электронлă почтăпа, социаллă тытăмсемпе усă курма хăнăхтарнă. Нумай пулмасть вăл хăй пекех курман çынсен пурнăçне çăмăллатас тесе Ярославльти сусăрсемпе пĕрле патшалăхăн тĕллевлĕ программине хутшăнма пултарнă. Çапла майпа черетлĕ пархатарлă ĕçе пикеннĕ. Шупашкарти куç курманнисен вулавăшĕнче ытти сусăрсене хальхи йышши çыхăну хатĕрĕсемпе паллаштарать. Смартфонпа е ахаль сенсорлă телефонпа суккăрсем валли хатĕрленĕ ятарлă приложенисемпе ĕçлеме вĕрентет. Кулленхи пурнăçра вĕсем калама çук кирлĕ. Пĕри, сăмахран, эмел ятне вулама е укçа шутлама пулăшать пулсан, тепри куç курман çынна хăй тĕлленех пĕр шикленӳсĕр палăртнă вырăна кайса килме май парать.

Николай Павлович пулăшнипе халĕ Чăваш Енри куç курман вуншар çын çакăн евĕр çăмăллăхпа усă курма пуçланă. Ятарлă хушăмсем урлă вĕсем çанталăк пирки, хăш вăхăтра ăçта мĕнле транспорт çӳренине пĕлееççĕ, кирлĕ пулсан çăмăллăнах такси чĕнсе илееççĕ. Пĕр-пĕринпе те тӳлевсĕр калаçма е СМСсем çырма пултараççĕ, чăрмавсăрах палăртнă вырăна çитсе тĕл пулаяççĕ.

Пĕр хăнăхсан çак çăмăллăхсемсĕр пурăнма та йывăр теççĕ куç курманнисем. Хăшĕ-пĕри сусăрсем хушшинче иртекен хальхи технологи пĕлĕвне тĕрĕслекен конкурсра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Николай Парахин вара патшалăх проекчĕ пулăшнипе вĕренӳ пӳлĕмне çĕнĕ хатĕрпе пуянлатма тĕллев лартнă.