Çĕмĕрле районĕнче патшалăх программипе культура çурчĕсем юсаççĕ

Кăçал республикăри культура çурчĕсене юсама тата çĕнерен тума 65 миллион тенкĕ пăхса хунă. Пурĕ 30 клуб çĕнетме палăртнă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Çĕмĕрле районĕнче.
 
Леонид Петров, Виктор Степанов

Якуртушкăньри культура çуртне 30 çул каялла хута янă. Вăл районти чи капмар кану центрĕсенчен пĕри шутланать. Кунта тăтăшах тĕрлĕ фестиваль-уяв иртет. Çакăнтах республикăри паллă «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ тĕпленнĕ.  Клуб  тухăçлă ĕçленине кура кăçал ăна культура çурчĕсене юсамалли республика программине кĕртнĕ.

Ку культура çуртне юлашки хут 8 çул каялла çĕнетнĕ.  Вырăнти  хыснаран уйăрнă укçапа ун чухне ăшă тытăмне хута янă, çутă кĕртнĕ, пÿлĕмсене сăрланă. Апла пулин те унтанпа нумай çитменлĕх пухăннă.  
 
Анат Кăмашара вара культура çурчĕн тăррине çĕнĕрен витеççĕ. Унчченхи кивелсе çитнипе витĕр шыв янă. Çавăнпа стенасем кăвакарнă, çуртра нÿрĕк пулнă.

Районта пурĕ 16 культура учрежденийĕ. Иртнĕ 4 çулта 10-шне юсама вăй-хăват çитернĕ.

Çĕмĕрлесем клубсене юсамалли республика программине çитес çул та хутшăнас тĕллевлĕ. Çăмăллăхпа усă курса Саланчăкри, Юманайри, Хĕрлĕ Октябрьти  культура çурчĕсене хăтлăлатасшăн.