Шупашкарта йĕкĕрешсен парачĕ иртрĕ

Çак кунсенче тĕп хулари Лакрей вăрманне пынисем куçĕсем иккĕллĕ е виççĕллĕ курма пуçланă тейĕччĕç. Шупашкарта 4-мĕш хут йĕкĕрешсен парачĕ иртрĕ.

Надежда Александрова, Анастасия Евгеньева, Семен Антонов
 
Вĕсем икĕ шыв тумламĕ евĕр пĕрешкел. Хăшĕ-пĕрне тум-тир тăрăх кăна уйăрса илме пулать. Лакрей вăрманне вун-вун йĕкĕреш тата виççĕн йĕкĕрешсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе паллашрĕç тата иртен-çÿрене тĕлĕнтерчĕç.

Петьăпа Димăн амăшĕ йĕкĕрешсем çемьешĕн телей тесе шутлать. Арçын ачасем те пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ,иккен.

Наумовсен вара икĕ йĕкĕреш. Кунта ним тĕлĕнмелли те çук, теççĕ вĕсем. Çемьесенче йĕкĕрешсем унччен те çуралнă: хĕрачасем 4 мăшăр, арçын ачасем - пиллĕк. Çапах та Надежда Наумова йĕкĕрешсемпе йывăр пулнине пытармасть.

Йĕкĕрешсен парадне хутшăнакансем çак уява питĕ кĕтеççĕ, ачисене ытларахăшĕ пĕрешкел тумлантараççĕ. Ку уява амăшĕсем хăйсен вăйĕпеле 4-мĕш хут ирттереççĕ. Вĕсем Вайберта ятарлă ушкăнра хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсем унта тĕрлĕ йывăрлăха сÿтсе яваççĕ, пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне пĕр чирлĕ ача валли 10 пин тенкĕ пухнă, Çĕнĕ Шупашкарти тăлăхсене пулăшаççĕ. Çак хăйнеевĕрлĕ тĕл пулăва 30 ытла çемье хутшăнчĕ. Юрă-ташă, конкурссемпе пылак парнесем йĕкĕрешсемшĕн чăн-чăн уяв тума пулăшрĕç.