Паян - тавралăха сыхламалли Пĕтĕм тĕнчери кун

Ун умĕн «Присурский» заповедникре «Чăваш Енĕн усрав  çут çанталăкĕ» ятлă визит-центр уçăлчĕ. Ун тĕллевĕ - тăван тавралăх пуянлăхне кăтартасси, çынсене çут çанталăк илемне упрама вĕрентесси.

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Çĕнĕ центрта сайра тĕл пулакан ӳсен-тăранпа чĕр чуна курма çеç мар, вĕсене тытса пăхма та пулать. Кунта пулăсен, кайăксен кĕлеткисене вырнаçтарнă. Вĕсем ишнĕ, вĕçнĕ çĕртех хытса ларнă тейĕн. Акăш  çунаттисен сарлакăшĕ, сăмахран,  2 метр та 10 сантиметр. Унпа çумăн  караппăл (беркут)  тата  заповедникăн тĕп символĕ - карăк. Кунтах хурт-кăпшанкă та пур: лĕпĕшсем, нăрăсем, йĕп вăррисем. Нумайăшне тавралăхра асăрхама та йывăр - вĕсем тарăн шăтăксенче е ытла та сахал пурăнаççĕ. Кунта вара кашнин пирки тĕплĕн каласа пама пултараççĕ.

Заповедникри коллекци питĕ пуян. Ăсчахсем сăн ӳкерчĕксен тĕлĕнмелле архивне хатĕрленĕ. Чылай экспонат малтан «Эткер» центрта - Çут çанталăк музейĕнче упраннă. Ăна хупсассăн  çĕнĕ технологисемпе тата пуян фондпа  усă курса   визит-центр уçма йышăннă. Кунта хальхи вăхăтри  тата авалхи чĕр чунсене курма пулать. Сăмахран, тем пысăкăш плезиозавр. Вăл 150 миллион çул каялла пурăннă. Çамрăксем валли экскурси кăсăклăрах  ирттерес тесе интерактив хăмисем  вырнаçтарнă, тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех  ăсчахсем валли ятарлă пӳлĕм хатĕрленĕ. Зоологире тата энтомологире тĕпчемелли  чылай. Тен, çамрăк ученăйсем кунта килсен  çут çанталăкпа ытларах кăсăкланĕç, çĕнĕ çитĕнӳсем тăвĕç.