Тăвай районĕнче çамрăк боксерсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ

«Аль» физкультура комплексĕнче кăçалхипе 4-мĕш хут спортра пĕрремĕш утăм тăвакансем тупăшрĕç.
 
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин
 
Ку вăл республикăри 9 -14 çулти ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ турнир шутланать. Хальхинче унта Чăваш Енрен, çавăн пекех Самар, Чулхула тăрăхĕсенчен тата Мари Республикинчен çамрăк спортсменсем хутшăнчĕç. Кил хуçисемшĕн пĕрремĕш ылтăн медале Тăвайĕнчи 10 çулти Матвей Маковей çĕнсе илчĕ (вăл хĕрле тумпа). Финалта Матвей Çĕнĕ Шупашкарти Федор Сидорова парăнтарчĕ. Арçын ачасемпе танах хĕр ачасем те тупăшрĕç. Тăвайĕнчи Екатерина Алексеева (вăл кăвак тумпа) бокс кружокне 3 çул çӳрет. Катя Çĕрпӳри Яна Арсентьевана çĕнтерчĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче çавăн пекех Дмитрий Степановпа Роман Николаев мала тухрĕç.

Ăмăртура Шупашкарти бокс шкулĕнче вĕренекенсем чи нумай ылтăн медаль çĕнсе илчĕç. Тĕп хулари çамрăк боксерсем пурĕ 6 хут пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç.