Тĕп хулари пĕр çурт çывăхĕнчи лаптăка тирпейлесси вăраха кайнă

Тĕп хулара çуртсене хутса ăшăтмалли иртнĕ тапхăрта коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче  800 яхăн авари пулнă. Вĕсене пĕтернĕ хыççăн яваплă предприятисен таврари лаптăка хăйсенех тирпей-илем кĕртмелле. Çапах та пурте çакна тума васкамаççĕ. Паянхи куна 80 адреспа ĕç вăраха кайнă. Вĕсенчен пĕрне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çитсе курчĕ.     

Леонид Петров, Виктор Степанов  

Çĕр тата асфальт сийне чавса аркатнă вырăнсене тирпей – илем кĕртесси ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă. Çак ĕçе 3 предприяти ăнăçлă тăвать: „Водоканал“, Троллейбус управленийĕ тата „Ростелеком“. «Водоканал» пĕрлешÿ, сăмахран, палăртнă 166 адресран çурринче ĕçе вĕçленĕ. Çитес вăхăтра тепĕр 6 лаптăкра асфальт сармалла.

Ăшă тата çутă  тытăмĕсене пăхса тăракан «Коммунальные технологии» пĕрлешĕвĕн хуçалăхĕнче 444 авари пулнă. Пăтăрмахсен сăлтавне коммуникацисен 70 проценчĕ кивелсе çитнипе сăлтавлаççĕ. Предприяти юсав хыççăн лаптăксене тирпей-илем кĕртесси те кая юлса пырать. Сăмахран, Миттов бульварĕнчи 14-мĕш çурт çывăхĕнче ăшă пăрăхĕсене иртнĕ кĕркуннех çĕнетнĕ. План тăрăх, çу уйăхĕн 18-мĕшчен тротуара асфальт сармалла, çĕре тикĕслесе курăк акмалла пулнă.  Анчах та çынсен халĕ те пылчăк çăрса утма тивет. «Коммунальные технологии» пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ Рафик Бухарин графикрен юлнине ĕç йĕркине пăхăннипе çыхăнтарчĕ. Чавса кăларнă çĕре каялла хунă хыççăн çур çул кĕтмелле, иккен.  Унсăррăн çиеле сарнă  вак чул е асфальт çĕрпе пĕрле путма пултарать. Çитменнине, çак вырăнта кĕçех тата тепĕр пăрăха улăштармалла. Çавăнпа темиçе хут ĕç тавас мар тата укçа-тенке перекетлес тесе ку лаптăкра тепĕр икĕ эрнерен йĕрке туса пĕтерме шантарчĕç.