Республикăра акатуйсем пуçланчĕç

Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен хресчен йăлана кĕнĕ йĕркепе кĕрекене пухăнать. Кăçал Канаш районĕ уява пуринчен малтан ирттерчĕ.

Екатерина Фомина

Акатуя Асхва ялĕ çывăхĕнчи стадионта йĕркелерĕç. Унта пухăннисем яланхи пекех юрласа -ташласа савăнчĕç, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Ялсен пурнăçĕпе ятарлă куравра паллашма май пулчĕ. Акатуя «Канаш Ен» хаçатра ĕçлекенсем те тĕплĕ хатĕрленнĕ. Ял хуçалăхĕнчи хыпарсемпе вĕсем вулакансене паллаштарсах тăраççĕ. Кăларăма пуянрах та кăсăкрах тăвас тесе тăрăшаççĕ.

Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа çĕр ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене уявра наградăсем парса чысларĕç. Çавăн пекех чи маттур хуçалăхсене палăртрĕç. Çураки кăтартăвĕсемпе пĕрремĕш вырăнта «Пионер» агрофирма, иккĕмĕшĕнче Киров ячĕллĕ кооператив, виççĕмĕшĕнче - Владимир Герасимов фермер хуçалăхĕ.

Çурхи культурăсене районта 19 пин ытла гектар акса хăварнă. Çĕр улми 150 гектар йышăнать. Канашсем халăх пуçарăвне йĕркене кĕртмелли республика программине хастар хутшăнаççĕ. Кăçал 17 проект валли укçа уйăрма палăртнă.  Малти Ăнтавăш тата Катек ялĕсенче фельдшерпа  акушер пункчĕ тăвĕç. Шăхасансем валли те ырă хыпар пулчĕ. Унта культура çурчĕн никĕсне хывса хăварнă.