Мари Элта çемье ансамблĕсен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ

Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурт, Мари республикисенчен  тата Чăваш Енрен пурĕ 35 ушкăн  хутшăннă. Тăван халăхăмăрăн юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе камсем паллаштарнине «Мари Эл» телекомпанири ĕçтешсем пулăшнипе хатĕрленĕ сюжетран пĕлĕр.
   
Екатерина Фомина, Людмила Васютина, Сергей Волков, Владимир Копылов

Тутарсем, пушкăртсем, чăвашсем, çармăссемпе удмуртсем пĕр вăйă картинче çаврăнчĕç. Юрри-ташши, çи-пуçĕ, йăли-йĕрки вĕсен расна пулин те тĕллевĕ пĕрре: тăван халăхĕн еткерне упраса, ламран-лама куçарса пырасси. Çемье ансамблĕсен фестивальне Мари тăрăхĕнче ултă çул каялла пуçарса янă. Малтан вăл район, республика  шайĕнче иртнĕ. Кăçал вара ытти регионтан та çемьесене йыхравланă.

Фестивале хутшăнакансене тăватă  номинацире хакланă. Вĕсен наци апат-çимĕçне хатĕрлеме, ал ĕç тума пĕлнине кăтартмалла, ăрусен çыхăнăвне палăртакан сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелемелле пулнă. Тата, паллах, фольклор ушкăнĕсен пултарулăхне хакланă тÿресем. 

Пирĕн ентешсем, Шупашкар районĕнчи «Кăмăл» ансамбль, пур енĕпе те палăрнă. Курма килнисене чăваш апачĕпе сăйланă. Сĕтел çине шÿрпе, шăрттан, пÿремеч, сăра, çăмарта хăпартни тата Туслăх кукли лартнă. „Ку вăл - пирĕн çемье кукăлĕ, ăна хатĕрлес йăла мăн асанне-кукамайранах юлнă“, - каласа парать ушкăн ертÿçи Дина Кудряшова. Çемье ансамблĕ 2011-мĕш çулта йĕркеленнĕ.

Сцена çине чун ыйтнипе тухаççĕ Кудряшовсем. Дина Николаевнан, ун мăшăрĕн Валерий Юлиановичăн йăхĕнче юрă-ташă ăстисем чылаййăн пулнă. Вĕсенчен куçнă пултарулăха халĕ ачисене, мăнукĕсене вĕрентсе пыраççĕ.  „Кăмăл“ ансамбль  республика тулашĕнче иртекен конкурссене пĕрре мар хутшăннă. Хисеп хучĕсĕр пĕрре те таврăнман. Хальхинче вĕсем тĕп парнене  - Гран-прие тивĕçрĕç. „Фольклор ушкăнĕсем“ номинацире чи хĕрÿ тупăшу пулнă. Хăйсен пултарулăхĕпе 23 ансамбль паллаштарнă. Чăвашсем вăрçа ăсатнă чухнехи йăла-йĕркене кăтартнă.

Пирĕн ансамбле куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă. Тÿресем вĕсен ĕçне пысăк хак панă. Çĕнтерÿçĕсене эпир те саламлатпăр, çынсене савăнтарма яланах кăмăл пултăр вĕсен.