Куç курманнисене фильмсем ăша хывма пулăшаççĕ

Чăваш патшалăх культура тата ÿнер институтĕнче чи лайăх тифлокомментаторсене  палăртассипе  конкурс иртрĕ. Унта  1-3-мĕш курссенче вĕренекен  студентсем  хутшăнчĕç. Конкурса  «Курăнманнине курасси» проекта пурнăçласа ирттернĕ.
 
Елена Дмитриева, Владимир Карсаков  
 
Тифлокомментаторсем куç курманнисене фильмра мĕн пулса иртнине каласа пыраççĕ. Ку вăл çăмăл мар. Çак ăсталăха волонтерсем ятарлă семинарсенче вĕреннĕ. Ольга Ярухина  конкурса пĕрремĕш хут хутшăнать. Вăл пурнăçра пулăшассине калать.

Конкурс валли  Иннокентий Сибиряков пирки ÿкернĕ «Пулăш мана, эпĕ ытлашши пуян» фильма суйласа илнĕ. Кинора 19-мĕш ĕмĕрти пурнăçа сăнланă. Тĕп сăнар - Иннокентий Сибиряков - Раççейри паллă меценат. Волонтерсен тĕп тĕллевĕ - куç курманнисене фильмри ĕç-пуçа пур енлĕн ăнлантарса парасси. Тавралăх, интерьер,  сăнарсен тумĕ, кашнин хусканăвĕ - ниме те тимлĕхсĕр хăвармалла мар.

Çамрăксен ĕçне институтра вĕрентекенсем, куç курманнисен пĕрлешĕвĕн хастарĕсем пысăк хак пачĕç. Çĕнтерӳçĕсем ятарлă проектпа сусăрсене кăтартакан фильма ăнлантарса пама тивĕç пулĕç.