Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Атăл асамачĕ» литература фестивалĕ иртрĕ

Икĕ кун тĕп хулара тĕрлĕ халăх сăвви-кĕвви янăрарĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ писатель-поэтсем пĕтĕмлетÿ уявне Наци библиотекине пухăнчĕç.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

Хăнасен йышĕнче Дагестан, Тутар, Мари, Коми тата ытти республикăпа тăрăхри çыравçăсем. Вĕсемпе кашнинпе уява ертсе пыракан чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ăшшăн паллаштарчĕ. Пурте ятлă-сумлă, халăх юратнă сăвăçсем. Тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр вĕсем хайлавсем шăрçалаççĕ, кĕнекесем кăлараççĕ.

Кашни тухса калаçакан хăйĕн произведенине тăван чĕлхепе вуларĕ. Раиса Сарпи фестивале халалласа çĕнĕ сăвă çырнă.

Мускавран килнĕ Сергей Соколкин çыравçă фестивле пĕтĕмлетсе Чăваш поэзийĕн антологине пичетлесе кăларма сĕнчĕ. Çак шухăша пурте ырласа йышăнчĕç.

Фестиваль ячĕ те питĕ ăнăçлă пулнине палăртрĕç пухăннисем. Асамат кĕперĕ пек илемлĕ çут çанталăк пулăме урăх çук, тесе шутлать Альбина Юрату сăвăç. Фестиваль тĕрлĕ халăх çыннисене туслаштарасса шанса тăрать вăл.
 Сцена çинче тĕрлĕ наци юрри-ташшине курма пулчĕ. «Атăл Асамачĕ» чăннипех те халăхсен туслăх уявĕ пулчĕ.