Çĕмĕрлери 6 çулти чирлĕ ачана хаклă йышши хатĕр кирлĕ

Паян – ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Унăн тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва тимлĕх уйăрасси, çивĕч ыйтусене татса парасси, йывăрлăха лекнĕ ачасене пулăшасси. Çавна май пирĕн телерадиокомпани «Русфонд» ыр кăмăллăх фончĕпе пĕрле пуçарнă акцие малалла тăсать. Паянхи тĕп герой - Çĕмĕрле хулинче пурăнакан 6 çулти Никита Захаров. Ун пирки эпир икĕ çул каялла каласа кăтартнăччĕ. Ача мĕн çуралнăранпа шалкăм çапнипе аптрать. Унсăр пуçне тухтăрсем унăнне пыршă чирĕ тупнă. Никита хăй тĕллĕн пачах утаймасть. Çакăн валли ятарлă хатĕр кирлĕ. 

Леонид Петров, Виктор Степанов

Йывăрлăхсем Никитăн çут тĕнчене килсенех пуçланнă. Арçын ача палăртнă вăхăтран чылай иртерех – 6 уйăхра çуралнă.  Тухтăрсем тÿрех пуç мимин, кайран перитонит  чирĕсене тупса палăртнă. Тин çуралнă ачашăн çакă приговор пекех пулнă. Вăл 4 уйăх реанимацире выртнă. 4 операци тÿссе ирттернĕ. Ăна  8 хут юн янă. Çулталăк тултарсан вара тухтăрсем амăшне ачан шалкăм чирĕ пулнине пĕлтернĕ.  Никита ларма та, тăма та пултарайман.  Ăна сиплес тесе çемьен хваттер сутса Китайри, кайран Екатеринбургри, Челябинскри, Шупашкарти чи вăйлă тухтăрсем патне çитме тивнĕ.  Ыр кăмăллăх фончĕ тата уйрăм çынсем пуçтарнă укçапа усă курса икĕ çул каялла арçын ачан сывлăхне Мускаври медицинăпа технологи институтĕнче çирĕплетнĕ.  
 
Никита халĕ те хăй тĕллĕн утаймасть, упаленет çеç. Вăл ÿсет пулин те, ура мышцисем аталанса ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа та ача аслисем пулăшнипе кăна çÿреме пултарать. Ăна çĕнĕ теттесем, хатĕрсем, çынсем кăсăклантараççĕ. Арçын ача урамра уçăлса çÿреме, хăйăр çинче выляма юратать. Çавăн пекех чечексем кăмăллать. Уншăн чи пысăк савăнăç – чуччупа ярăнни.

Тухтăрсем Никита валли куçса çÿремелли ятарлă хатĕр туянма сĕнеççĕ. Вăл чĕркуççисем хĕресленнинчен сыхлать, ура лаппи çине туллин пусма, çурăм шăммине çирĕплетме пулăшать. Хатĕре туянма 126 пин те 77 тенкĕ кирлĕ.

«Русфонд» сайта вулакансем 101 пин те 77 тенкĕ пухма шантараççĕ. Тата 25 пин çитмест. Арçын ачана пулăшас тесен 5542 номер çине «ДЕТИ» сăмах çырса смс ямалла. Пĕри -75 тенкĕ. Андроид е айфон йышши телефонпа усă куракансем укçана ятарлă хушăм урлă куçарма пултараççĕ. Тĕплĕнрех «Русфонд» сайтĕнче вуласа пĕлме пулать.