Республикăри шкул ачисен ытларах пайĕ тăван чĕлхе вĕренме кăмăл тунă

Наци республикисенче тăван чĕлхене харпăр хăй ирĕкĕпе вĕренесси çинчен калакан саккун проектне анлă сӳтсе яваççĕ. Вĕренÿ министерствин кăтартăвĕпе, Чăваш Енри ашшĕ-амăшĕн 82 проценчĕ ачисем валли тăван чĕлхе суйланă. Çамрăксемшĕн ку урока мĕнле илĕртÿллĕ тума пулать? Çакăн вăрттăнлăхне Александр Степанов пĕлет. Вăл тăван чĕлхе учителĕсен республикăри конкурсĕн кăçалхи çĕнтерÿçи.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов

Кĕнекесĕр, теттепе, вăйă йĕркипе — 2-мĕш класс ачисен чăваш чĕлхи урокĕ  ытти предметран самай  уйрăлса тăрать. 38 çулти Александр Степанов Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологи факультетне, хыççăн - аспирантура  пĕтернĕ.   Хăйĕн ĕçне парăннă учитель шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентме йывăр пулнине пытармасть, чăваш ачисем вырăсланса пыни вĕренӳ ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистет.

Шупашкарти 40-мĕш шкулта пин те 200 ытла çын пĕлÿ илет. Ашшĕ-амăшĕн 98 проценчĕ ачисене чăваш чĕлхи вĕрентме кăмăл тунă. Ку хула шкулĕшĕн çеç мар, республикăшăн та пысăк кăтарту.  Халĕ тăван чĕлхене 2 предмета уйăрнă: тарăнрах пĕлӳ параканни тата патшалăх чĕлхи урокĕсем.

2012-мĕш çулта Александр Степанов  „Раççейри тăван чĕлхене чи лайăх вĕрентекен“ ята тивĕçнĕ. Ун чухне вăл Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче ĕçленĕ.  12 çул ялти ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ хыççăн, тĕп хулана куçса килнĕ.

Кăçал - Шупашкарти 40-мĕш шкула вырнаçса пĕрремĕш вĕренӳ çулне вĕçленĕ май, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен республикăри ăмăртăвне каллех хутшăнма кăмăл тунă. 4 теçетке учительтен Александр Степанова çитекенни пулман.

Хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне Александр Степанов чÿк уйăхĕнче пулакан Раççейри ăмăртура тепĕр хут çирĕплетме тăрăшĕ. Чăваш пуплевĕ малашне те ирĕклĕ янăрани - хăйĕн  чи пысăк тĕллевĕ тесе шутлать. Ку ĕçре, уйрăмах тăван чĕлхене вĕренессине суйламалли саманара,  шкулпа пĕрлех ашшĕ-амăшĕн тӳпи те  пулмалла, палăртать хастар вĕрентекен.