Подъездри чÿречеcем ваннă, стенасем хăрăмланнă тата çунăк шăрши тăрать

Университет урамĕнчи 31-мĕш çуртра икĕ эрне каялла пушар пулнă. Телее, никам та шар курман, анчах подъезд тĕссĕрленнĕ. Ăна никам та йĕркене  кĕртме васкамасть.

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Семён Антонов

Университет урамĕнчи 31-мĕш çуртра пурăнакан Андрей Соловьёв çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулнă пушара аса илет. Çулăм каçхи вунă сехетре алхасма пуçланă. Подъезда çемçе пукана кам тухса пăрахнине никам та пĕлмест. Пĕр уйăха яхăн вăл хуçасăр ларнă, юлашкинчен ăна такам тивертсе янă.

Çуртра пурăнакансем каланă тарăх, темиçе кун ĕнтĕ подъездра газ шăрши тăрать. Ахăртнех, пушар вăхăтĕнче пăрăхсем те сиенленнĕ. Çурта пăхса тăракан компанире çынсене малтан урайсемпе стенасене çуса тасатма ыйтнă, унтан подъезда хăйсен укçи-тенкипе йĕркене кĕртме сĕннĕ. Çакнашкал лару-тăрура мĕн тумаллине пире Республикăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕнче ăнлантарса пачĕç.

Ку ĕç-пуçа халĕ пушар лабораторийĕн эксперчĕсем тĕпчеççĕ. Ун кăтартăвĕсем çак кунсенче паллă пулĕç. Кирек мĕнле пулсан та подъезда тирпей-илем кĕртмеллех. Çурта пăхса тăракан компанире пĕлтернĕ тăрăх, стенасене 7-мĕш хута çитиччен шуратĕç, пĕрремĕш виçĕ хутра вĕсене çавăн пекех çуллă сăрăпа витĕç. Унсăр пуçне çынсем пластик чÿречесем те ларттарасшăн. Анчах çак ĕçе каярах тăвасса шантараççĕ управляющи компанире.

Подъездра юсав тума çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче тытăнмалла. Шантарнине пурнăçа кĕртмесен, хваттер хуçисем кун пирки  пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине пĕлтерме пултараççĕ. Унта ку ыйтăва хăвăрт татса пама пулăшĕç.