Сочире Евразири виççĕмĕш литература фестивалĕ вĕçленчĕ

Пĕр лаптăкра харăсах икĕ пултарулăх форумĕ иртрĕ - Пĕтĕм Раççейри тата Евразири. Хура тинĕс хĕрринчи хулана 27 çĕршывран 200 яхăн çыравçă пухăнчĕ. Вăл шутра пирĕн республикăран та.  
 
Надежда Александрова  

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - халăхсен пĕрлĕхне упрасси, тĕрлĕ наци çыннисене пĕр-пĕрне ăнланма пулăшасси. Темиçе кунлăха Сочи Евразири литературăн тĕп вырăнĕ пулса тăчĕ. 4 кунра пурĕ 40 яхăн ĕç-пуç иртрĕ. Вăл шутра фестиваль журналне регионсенче кăларса тăракан редакторсен съезчĕ, ăсталăх сехечĕсем, кĕнеке  хаклавĕсем, куравсемпе тĕл пулусем. Çавăн пекех кăсăклă семинарсем лекцисем пулчĕç, авторсем хайсен произведенийĕсемпе паллаштарчĕç. Фестиваль хупăннă самантра çыравçăсем çăлтăрсем пек „хĕрлĕ çулпа“ утрĕç. Унтан сăвă, калав, пьеса, ача-пăча хайлавĕ çыракансене Кĕмĕл медаль парса чысларĕç. Çак йышра Чăваш Республикинчи профессионал писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ Елена Светлая та пулчĕ. Вăл "Ача-пăча хайлавĕсем" номинацие хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри фестиваль çĕнтерӳçи ята вара Тюменьти Николай Шамсутдинов тивĕçрĕ. Еврази форумĕн чи лайăх авторĕ тесе Азербайджанри Варис Елчиева йышăнчĕç. Сочире пирĕн ĕçтеш Марина Карягина та пулчĕ. Вăл пĕлтĕрхи кĕмĕл лауреат пулнă май, кăçал фестивальте эксперт пек ĕçлерĕ, маçтăр сехечĕ ирттерчĕ.

Çитес фестивале уйрăм ирттерме палăртнă: ют çĕршыв çыравçисем - Бакура, Раççейрисем - Тюменьре пухăнĕç. Вĕсене 80 çĕршывран тата Раççейĕн пур регионĕнчен калем ăстисене явăçтарма тĕллев тытнă.