Çĕмĕрле районĕнче республика программипе çулсем тăваççĕ

Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли республика  программине кăçал Çĕмĕрле районĕнчи 11 ял тăрăхĕ хутшăннă. Патшалăх пулăшăвĕпе 7 ялта çул сарас тĕллевлĕ. Вăл шутра - Тарăнçырмара.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Ялта çак уйăхăн 15-мĕшĕнчен хăватлă техника сасси кĕрлет. Ĕç графикĕ çирĕп пулнăран, аукцион выляса илнĕ пĕрлешÿ ку объекта мĕн пур вăя пăрахнă. Вак чул сарнă хытă çул 3 урамра пулĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1 çухрăм та 890 метр. Строительство валли республика, район тата вырăнти хыснасенчен 3 миллион та 600 пин тенкĕ уйăрнă.

Укçа-тенкĕн 5 процентне ялта пурăнакансем тата çÿп-çап пуçтаракан предприяти пухнă. Çакă çул сарас ĕçе хăвăртлатнă.

Яла аталантарас тесе кунта çавăн пекех çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем хатĕрленĕ. Вĕсем патне „кăвак çулăм“ тата электричество çитернĕ. Халĕ тата çул пулĕ.

Кăçал ĕçе кĕртме палăртнă проектсенчен виççĕшне пурнăçланă та ĕнтĕ: Тăванкасра, Хутарта тата Вырăс Улхашĕнче. Тепĕр икĕ ялта ĕç пырать. 6 проекта паян-ыран пуçăнмалла. Аукционсен ирттерсе перекетленĕ укçапа вара Мулкачкассинче çул сарма, Тăванкасра масар пÿрчĕ тума палăртнă.