Каçал тăрăхĕнчи вĕренекенсем Хура тинĕс хĕрринче каннă

Вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе чи хастар та пултаурллă ачасем Пĕтĕм Раççейри «Орленок» лагерьте  тÿлевсĕр  канаççĕ. Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи  хастарсем те нумай пулмасть Краснодар тăрăхĕнчен таврăннă. 

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев

Валерия Кузьмина «Орленок» лагере каймашкăн вăрçăра пулнă аслашшĕ пирки эссе çырса конкурса ярса панă. Вăл шкулти «Эткер» шырав ушкăнĕн командирĕ.  Çамрăксем тăван тата кÿршĕ ялсенчи  хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписемпе кăсăкланаççĕ, вĕсем пирки интернетра хыпар шыраççĕ, тĕрлĕ тăрăхра иртекен шырав ĕçне хутшăнаççĕ.

Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекенсем  ытти ырă ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Волонтерсем ялти урамсене тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăç  лартаççĕ, палăксене тасатаççĕ. Валерия Кузьминапа пĕрле «Эткер» шырав ушкăнĕнчен «Орленока“ тата тепĕр икĕ ача кайса килнĕ. Çамрăксем Тинĕс хĕрринче 3 эрне пурăннă.  Çав вăхăта вĕсем  хавхаланса  аса илеççĕ.

Нумай пулмасть «Эткер» шырав ушкăнĕ 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ.

Таньăпа Аня Матросовасем те  нумай пулмасть тинĕс хĕрринчен таврăннă. Халĕ вĕсем шкул телевиденийĕ валли çĕнĕ кăларăм хатĕрлеççĕ.  Аня «Смена» лагерьте канса килнĕ хыççăн «Чун-чĕререн» кăларăм пуçарса яма шутланă.

Ял ачисем Раççейри ытти çамрăкпа пĕрле  тинĕс хĕрринче  канни вĕсене малашне тата тăрăшулăрах вĕренме,тĕрлĕ ăмăрту-конкурса хутшăнма хистет.