Шупашкарта пурăнакансем сывлăшра каллех усал шăршă сарăлнине туйма пуçланă

Сăлтавĕ ― хуларан инçех мар вырнаçнă чăх-чĕп фабрикин каяшĕсем. Агрофирмăра ĕçлекенсем вара çине тăрсах нимле шăршă-маршă та туймастпăр теççĕ. Çав вăхăтрах специалистсем фабрика йĕркене пăсса ял хуçалăх çĕрĕсене вараланине çирĕплетеççĕ.

Алексей Енейкин, Мария Никифорова, Вадим Владимиров

Шупашкарпа çывăхри ялсенче пурăнакансем кашни çуркуннепе çулла сăмсана çуракан усал шăршăпа тарăхаççĕ. Вăл ăçтан тухнине пурте пĕлеççĕ. Инçех мар, Хурăнлăхпа Йăршу ялĕсем çумĕнчи вуншар гектар çĕр çинче «Юрма» агрофирмăн каяшĕсем сарăлса выртаççĕ. Вырăн-вырăнпа тислĕк хулăнăшĕ çур метра çитет. Çил ăçта вĕрет, çавăнталла пуçа ыраттаракан сывлăш сарăлать.

Халăх фрончĕн хастарĕсем кунта темиçе хут та килсе кайнă. Хĕлле те, çулла та машини-машинипех чăх-чĕп каяшĕ тăкнине асăрханă. Саккун тăрăх вара ял хуçалăх çĕрĕсене кун пек шĕвекпе варалама юрамасть. Ятарлă вырăнта кушăхтарман каяш тавралăха пысăк сиен кӳме пултарать.

Çывăхри ялсенче пурăнакансем те вырăнти пуçлăхсем патне тăтăшах пулăшу ыйтма кайнине калаççĕ. Анчах та ĕç вырăнтан хускалмасть. Чăх-чĕп каяшĕ вара сывлăша та, çĕре те сиенлет.

«Юрма» агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев кĕтмен хăнасемпе кăмăлсăр пулчĕ. Саккуна пăхăнса ĕçленине каларĕ. Чăх-чĕп каяшне уйра сапалани çут çанталăка нимле сăтăр та тумасть, терĕ. Прокуратура вара урăхла шутлать. Паянхи куна предприяти тĕлĕшпе икĕ уголовлă ĕç пуçарнă, тĕрĕслев пырать. Айăпа çирĕплетсен, пĕрлешӳ ертӳçин 200 пин тенкĕ штраф тÿлеме е икĕ çул таран ĕçлесе юсанма тивĕ. Унсăр пуçне агрофирмăн тислĕк пуххине тирпейлемелле пулать. Ку ĕçпе Владимир Ермолаев хăй те ĕçлеме пуçланине палăртрĕ. Каяшсене пăрахăçламалли ятарлă проекта экспертизăна янине пĕлтерчĕ.