Республикăра шыва кĕмелли тапхăра хатĕрленеççĕ

Çĕнĕ Шупашкарта Атăл çырантан тухнипе пĕртен-пĕр пляж „тыткăна“ лекнĕ. Çавăнпа унта шыва кĕмелли тапхăра кăшт каярах уçма тивĕ. Тĕп хулари икĕ кану вырăнĕнче те юсав пырать.   Пляжсем хăçан çынсене йышăнма хатĕр пулĕç? Çакна пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.
 
Вероника Павлова, Семен Антонов, Игорь Ульянов
 
Кашни çул тенĕ пекех Çĕнĕ Шупашкарти пляжа шыв илет. Специалистсен сăмахĕпе, çакă лаптăк ГЭСпа юнашар пулнипе çыхăннă. Çурхи шыв-шур та хăйĕн ĕçне тăвать. Пĕлтĕр пляжа вăхăтра уçнă пулсан, кăçал хула çыннисене чăтăмлăрах пулма ыйтаççĕ. Шыв шайĕ вăйлă хăпарнă – 56 метр таран. Лармалли вырăнсене, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсене Атăл хупăрласа илнĕ. Халĕ лару-тăру самай лайăхланнă. Çапах та шыв тата метр çурă чакасса кĕтмелле.

Хальлĕхе пляжăн çур пайĕ шыв айĕнче. Апла пулин те канмалли лаптăка йĕркене кĕртме тытăннă. Çитес кунсенче 200 тонна хăйăр илсе килĕç, çырана çÿп-çапран тасатĕç. Юханшыв тĕпне вара çăлавçăсем тĕрĕслеççĕ.

Шупашкарта та Атăл хĕррине тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать. Çавăнпа тăватă пляжран иккĕшĕ çеç çынсене йышăнма хатĕр. Афанасьев урамĕнчи тата Новосельски чарăну çывăхĕнче юсав пынипе вĕсене хупнă. Çапах та çынсен кăмăлне шута илсе хула администрацийĕнче пляжсене кану кунĕсенче ĕçлеттерме йышăннă. Шыва кĕмелли тапхăр çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ. Апла пулин те пляжсем пушă мар. Хальлĕхе шыв температури 10 градус çеç. Атăлта чÿхенме иртерех-ха, асăрхаттараççĕ специалистсем.