Шупашкарти сĕт завочĕ кĕçех çĕнĕ вăйпа ĕçлесе кайĕ

Предприятие 1 миллиард та 208 миллион тенкĕ инвестици хывнă. Тĕплĕ юсав тунă хыççăн халĕ производствăра  кирлĕ хатĕрсене вырнаçтараççĕ. Çĕнелнĕ цехсенче ял хуçалăх министрĕ Серей Артамонов  пулса курчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров    
  
Кунта малтан «Данон» компани пулнă. Производство хатĕрĕсем самай кивелсе çитнĕ, завод тăкаклă ĕçленĕ. Çавăнпа икĕ çул каялла  вăл хупăннă, çынсем ĕçсĕр тăрса юлнă.  Республикăри сĕте тирпейлеме ытти региона турттарма тивнĕ.

Шупашкарти завода Саратоври сĕт комбиначĕ хăйĕн çунатти айне илни республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Производствăна çĕнетме кăна инвестор çур миллиард тенкĕ хывнă: канализаци тытăмне, çурт тăррине, урайне улăштарнă.   Оборудование Швецирен илсе килнĕ. Çу уйăхĕн вĕçĕнче хатĕрсен тепĕр партийĕ çитмелле. Вĕсене графикпе килĕшÿллĕн утă уйăхĕнче ĕçе ямалла. Çурла уйăхĕнче пĕрремĕш продукци кăларса пăхасшăн.  

Предприяти тулли хăватпа авăн уйăхĕнче ĕçлесе каймалла. Кунта талăкне 150-200 тонна сĕт тирпейлĕç.  Заводра хушма 100 ĕç вырăнĕ пулĕ. Шупашкарта кăларнă юр-вара хамăр лавккасенче çеç мар, урăх регионсенче, çавăн пекех Казахстанра сутĕç.