Телей кайăкĕ пĕр кунлăха Шупашкара вĕçсе килчĕ

Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче Пĕтĕм Раççейри çамрăк талантсен „Синяя птица“ конкурсĕн кастингĕ иртрĕ. Ăна „Чувашия“ телерадиокомпани йĕркелерĕ. Суйлав турне хутшăнакансемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ.

Екатерина Фомина, Наталья Егорова, Вадим Владимиров, Павел Иритков, Виктор Степанов, Семен Антонов

„Синяя птица“ конкурса „Россия“ телеканал 2015-мĕш çулта пуçарса янă. Унтанпа вун-вун ачана пултарулăх çулне такăрлатма пулăшнă ку проект. Иртнĕ çул вăл ТЭФИ премие те тивĕçнĕ. Çамрăк талантсене шырассине Раççей телерадиокомпанин регионти филиалĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ – вырăнта конкурс кастингне йĕркелеççĕ. Шупашкарта вăл кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Пĕлтĕр унта кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултарнă пулсан, кăçал заявкăсене музыка, искусство шкулĕсенче вĕренекенсенчен йышăннă. Пурĕ 28 ача хăй пултарулăхне кăтартрĕ.

Ачасем 3 номинацире тупăшрĕç: артист ăсталăхĕ, вокал тата музыка инструменчĕ каласси. Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăва ялĕнчен килнĕ Елизавета Казначеева телейне икĕ ушкăнра шырарĕ. „Нарспи“ поэмăн сыпăкне вăл виçĕ чĕлхепе вĕренсе килнĕ: чăвашла, вырăсла тата тутарла.

Çавăн пекех хĕрача юрлама та ăста. „Вдоль по Питерской“ хайлава шăрантарчĕ вăл. Сăмах май, вокал ушкăнĕнче чи нумай хутшăнакан пулчĕ. Хĕлĕхлĕ, клавишăллă, вĕрсе каламалли музыка инструменчĕсен сасси те янăрарĕ сцена çинчен. 6 çулти Марк Феофанов чи çамрăкки. Вăл тăватă çултах аллине флейта тытнă. Халĕ килте педагогпа пĕрле ăсталăхне туптать, музыка шкулне вĕренме кĕме ĕмĕтленет.

Шупашкарта иртнĕ суйлав тапхăрĕнче çырса илнĕ мĕн пур номере пирĕн телекомпани Мускава ăсатĕ. Чăваш Енрен телешоуна кам хутшăнассине вара Пĕтĕм Раççейри çамрăк талантсен „Синяя птица“ конкурс йĕркелÿçисем татса парĕç. Конкурсăн тăваттăмĕш сезонĕ кĕркунне пулмалла.