Станислав Юхтар: шкул директорĕ тата ÿнерçĕ

Хальхи вăхăтра арçын-педагог сахал. Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вара таврара ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан арçын вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Тĕплĕнрех Марина Карягина каласа парать.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Тăхăр çул вĕренмелли шкулта, тĕрлĕ ялтан çÿреççĕ пулин те, 42 ача кăна вĕренет. Директорпа ачасем мĕнле калаçнинченех курăнать: кунта вĕсене ăнланаççĕ, юратаççĕ, кашнин пултарулăхне вăхăтра асăрхаса уçма тăрăшаççĕ. Станислав Николаевич вĕсемшĕн шкул пуçлăхĕ анчах мар, ÿкерÿ ăсталăхне вĕрентекен те, унран та ытларах – аслă тус. Вăл - искусство тĕнчи аван пĕлекен Станислав Юхтар паллă художник, ĕмĕрĕпех ялта пурăнаканскер. Педагогшăн пултарусăр ача çук.

Ун патĕнче вĕренекен ачасем час-часах республика конкурсĕсенче палăраççĕ, „Çăлтăрчăк“, „Наци мăнаçлăхĕ“, „Эксельсиор“ ăмăртусенче пĕрре мар мала тухнă. „Чăваш халăх сайчĕ“ ирттернĕ çамрăк çыравçăсемпе ÿнерçĕсен тупăшăвĕнче вĕсен ÿкерчĕкĕсем темиçе хутчен те пĕтĕмлетÿ кĕнекине илемлетме тивĕç пулнă.

Пултаруллă çын пур ĕçе те ăнтарать çав: вĕрентекенсен коллективĕ пĕр çемьери пек туслă, пĕр тĕллевлĕ. Директор пире физкультура учителĕ шкулти шутлă ачаран вăйлă волейбол команди хатĕрлени çинчен мăнаçланса каласа пачĕ. Пирĕн камера каласа панипе çеç ĕненмест, çавăнпа ачасен пире спорт формисĕрех выляса кăтартма тиврĕ. Вĕсем вăйлă спортсмен пуласси чаплă залра, илемлĕ спорт тумĕ тăхăнса хатĕрленнинчен анчах килменнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Районта çине-çине сакăр çул мала тухса пырса республика шайĕнче ăмăртаççĕ-мĕн волейболистсем. Пĕр ÿсĕмрисем çитменрен кĕçĕн классенчен пĕчĕккисене илме тивни те хавшатмасть командăна – вăрттăнлăхĕ урăххинче-тĕр.

Станислав Николаевич кÿршĕ ялта пурăнать. Вăрăмçутра унăн çурчĕ, мастерскойĕ, сад пахчи. Кунта вăл хăйĕн тарăн шухăшлă картинисене ÿкерет, мăшăрĕпе киленсе улма-çырла ÿстерет, кайăк-кĕшĕк юррипе савăнать, çĕрлесерен уçлăхри çăлтăрсене сăнать. Хуçалăх варринче – ваттисене асăнмалли Уша юпи.

Çут çанталăк çавринче çĕр ĕçĕпе ĕмĕр-ĕмĕрлекен ял çыннине юнашар пурăнакан пысăк художник хăйĕн ÿнер мастерскойĕнче пир çине мĕн ÿкерни, мĕнле ÿкерни, тен, пит ăнланмаллах та мар-тăр: ял çыннисемшĕн Юхтар – пĕчĕкрен пĕрле ÿснĕ ача, ытти ĕçе вĕсемпе танах ĕлкĕртсе пыракан хресчен. Художник пурне те ăнланмалла ÿкерме нихăçан та тăрăшман. Уншăн чи пахи – хăйне пÿрнине тăван халăха парнелесси.