Хăйĕн тĕслĕхĕпе тата пултарулăхĕпе ыттисене хавхалантарать

Сывлăх енчен хавшакрах çынсем вăй-хăватпа та, пултарулăхпа та ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине пурнăçра час-часах курма пулать. Шупашкарта пурăнакан Екатерина Ворошилова та хăйĕн тĕслĕхĕпе çакна çирĕплетет.

Вероника Павлова, Никита Углев

Çак парнесене 23 çулти Екатерина нумай çул пухать. Пуринчен ытларах вăл «Филантроп» фестивальте «Халăх вокалĕ» номинацире çĕнсе илнĕ кубокпа мухтанать. Конкурс сусăрсем хушшинче чи пултаруллисене палăртма пулăшать. Катя мĕн пĕчĕкрен куç курманнипе аптрать. Апла пулин те вăл велосипедпа ярăнать, фортепиано, купăс калать, сăвăсем тата кĕвĕсем çырать, юрлать.

Хĕр вырăсла калаçса çитĕннĕ пулсан та, чăваш сăмахĕнчен ютшăнмасть. Çак юрăпа вăл «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăннă. Унсăр пуçне телевидени тата радио ирттерекен конкурссенче те хастарлăх кăтартать. Çапла майпа ăна федерацин пĕр телеканалĕ операци тума укçа пухса пулăшнă. Катьăн куç курманнисĕр пуçне, пÿрисем чирлĕ. Йывăрлăхра ăна амăшĕ тĕрев парать.

Катя тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Икĕ çул каялла хĕр Шупашкарти «Общественное признание» конкурсра çĕнтернĕ. Тÿресене унăн пурнăçĕ тыткăнланă. Катя малашне те ыттисене хăйĕн тĕслĕхĕпе тата пултарулăхĕпе хавхалантарас тĕллевлĕ. Кĕçех унăн çĕнĕ юррине радио хумĕсемпе итлеме пулĕ.