Шупашкарти библиотекăсенче тĕн центрĕсем йĕркеленĕ

Турăран пулăшу ыйтасшăн, анчах чиркĕве кайма тăхтаса мĕн-пур йывăрлăха чунра усраççĕ. Инкеке лекнĕ, çемьере кăткăс лару-тăрăва çакланнă çынсене пулăшас тĕллевпе Шупашкарти Шумилов тата Маяковский ячĕллĕ библиотекăсенче тĕн центрĕсем  уçăлчĕç.

Алиса Александрова, Никита Углев

Çак пĕлтерĕшлĕ утăма тума Маяковский ячĕллĕ вулавăш тахçанах палăртнă. Çичĕ çул каяллах кунта чиркÿ çыннисемпе тĕл пулса чуна уçса калаçма май туса панă хула çыннисене. Пукравпа Татиана Соборĕ  юнашарах пулни те  меллĕ пулнă. Çак тапхăрта библиотекăра ятарлă центр йĕркелемеллине ăнланса илнĕ проект авторĕсем.

Кăçал тахçанах палăртнă ĕçе тинех пурнăçа кĕртме май килнĕ. Çакна тума «Православная инициатива» грантсен конкурсĕнче çĕнтерни пулăшнă. Укçапа центр валли кирлĕ хатĕрсем, сайра тĕл пулакан 300 кĕнеке тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă материал çырăнса илнĕ. Пурĕ Чăваш Енри 9 проекта ырланă. Сăмах май, вĕсене хатĕрлеме пулăшакансем хушшинче пирĕн телерадиокомпани те пур. Библиотекăра ĕçлекенсемпе пачăшкăсем пуçарнă ĕçе аталантарсах пырĕç. Православи фестивалĕсем, тĕрлĕ курав ирттернисĕр пуçне сăваплă вырăнсене те çитсе курма палăртнă центра çÿрекенсем. Кăçал Петрпа Феврони кунĕнче Муром хулине  каясшăн.