Республикăри çамрăк корреспондентсем слета пуçтарăнчĕç

«Хыпар» издательство çурчĕ çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слётне ирттерчĕ. Тĕл пулăва чăвашсен пĕрремĕш хаçатне йĕркелекен Николай Никольский профессор çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Слета чи хастаррисене,  пултаруллисене йыхравланă. Çамрăк корреспондентсем республикăри тĕрлĕ районтан кăна мар, Тутарстан тăрăхĕнчен те çитнĕ. Пурте вĕсем «Тантăш», «Тетте», «Самант» кăларăмсемпе туслă.

1931-мĕш çултанпа тухса тăракан «Тантăш» хаçат кашни çулах чи хастаррисене палăртать. Кăçал лауреат ята виççĕн тивĕçрĕç. Шупашкар районĕнчен килнĕ Ульяна Андреева 5-мĕш класра вĕренет. Журналистика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашма май пурришĕн хĕпĕртенĕ вăл.

Çакнашкал слёта „Тантăш“ хаçат редакцийĕ „Хыпар“ издательство çурчĕн çемйине кĕричченех ирттернĕ. 70-мĕш çулсенче пулнă тĕл пулăва Валерий Комиссаров та хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, республикăри журналистсен пĕрлĕхĕн ертÿçи пĕрремĕш утăмĕсене шăпах „Пионер сасси“ – хальхи «Тантăш» хаçатра туптанă иккен. Халĕ те ăна алран ямасть. Çамрăксен хайлавĕсемпе  хаваспах паллашать. „Эсир – пирĕн малашлăх, ăнăçу сунатăп сире“, - терĕ вăл. Аслă ĕçтешĕсем çамрăк корреспондентсем валли ăсталăх урокĕсем те йĕркелерĕç.  Ача-пăча кăларăмĕсем валли заметка, репортаж, тĕрленчĕк, очерк хатĕрлессин уйрăмлăхĕсем, пичет кăларăмĕсенчи сăн ÿкерчĕксен вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартрĕç.  

Çамрăк корреспондентсен пĕрремĕш слётне «Хыпар» издательство çурчĕ 2014-мĕш çулта ирттернĕ. Малашне ăна тăтăшах йĕркелес тĕллевлĕ.